Парк илемленсе хăтлăланĕ

Парк илемленсе хăтлăланĕ

Хамăр пурăнакан вырăн яланах хăтлă та таса, хитре пултăр тесе тăрăшатпăр. Юлашки вăхăтра район центрĕ те самай илеменчĕ. Нумаях пулмасть вара центри парка реконструкцилеме тытăнчĕç. Унпа пĕрлех «Сахарок» магазин умĕнчи лапам та хитреленмелле.
— Асăннă ĕçе Комсомольскинчи тĕп лаптăка, урăхла каласассăн, центрти лапама тирпей-илем кĕртес тата хăтлăлатас проектпа килĕшÿллĕн пуçăннă. Çавна май центрти парка тĕпрен юсаса çĕнетме палăртнă. Хальлĕхе проектăн 1-мĕш тапхăрне пуçăннă. Кунта хитре тротуарсем сармалла, чечексем лартмалла, канмалли вырăнсене хăтлăлатмалла. Ĕçе «Стройсервис» АХО пурнăçлать. Кунта çынсене канма меллĕ те лайăх пултăр тетпĕр. Парк чăн-чăн кану вырăнĕ пулмалла. Çитес вăхăтра вара эпир кану паркне ят парасшăн, çавăнпа та районта пурăнакансенчен сĕнÿсем кĕтетпĕр. Мĕнле ят килĕшÿллĕрех-ши? Сирĕн шухăшăр пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, — пĕлтерчĕ Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова.

А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *