Çĕнĕ культура çурчĕ пулĕ

Çĕнĕ культура çурчĕ пулĕ

Майăн 28-мĕшĕнче Шурут ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ хăпартас ĕçе пикеннĕ. Культура вучахĕн пĕрремĕш кирпĕчне хунă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов тата «Урожай» колхоз председателĕ Алексей Ершов та хутшăннă.
100 вырăнлăх культура çуртне хăпартма строительство ĕçĕсене ялсене аталантармалли ятарлă патшалăх программипе килĕшÿллĕн пикеннĕ. Унăн сметăра палăртнă хакĕ — 14 миллион тенке яхăн.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *