Суббота, 20 апреля

Салтак юрри ял тăрăх саланать

Салтак юрри ял тăрăх саланать

«Эх, каяс килмест юратнă тăрăхран», — янăрать ял урамĕсенче салтак ачисен юрри. Тăван вырăнтан пĕр çулталăклăха тухса каясси, ют çĕрте çар тивĕçĕсене пурнăçласси, паллах, хумхантарать яш каччăсене, çавăнпа та хурлăхлăн шăранать салтак ачисен юрри. Çак кунсенче Комсомольски тата Елчĕк районĕсемпе ĕçлекен çар комиссариатĕнче 10 каччă салтак тумне тăхăнчĕç, тăванĕсемпе тата тус-юлташĕсемпе сывпуллашса çар ретне тăчĕç. 

Çуркуннехи çар призывĕн пĕрремĕш ушкăнĕн йышĕнче çара каякансенчен 8-шĕ пирĕн районта çуралса ÿснĕ. Вĕсем:  Егор Антонов /Йăлмахва/, Марсель Алиуллин /Урмаел/, Никита Иванов /Элпуç/, Спартак Кокшин /Кивĕ Сĕнтĕр/, Николай Егоров ?Кĕçĕн Çĕрпÿел/, Александр Козлов /Йÿç Шăхаль/, Данис Шарафутдинов /Чĕчкен/ тата Дмитрий Николаев /Хирти Явăш/.
Призывниксене Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов чăваш салтакĕн ятне çÿлте тытма, хăйсене шанса панă тивĕçсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама, каялла тĕрĕс-тĕкел таврăнма сунчĕ. «Çавăн пекех ан манăр: сире килте кĕтеççĕ. Май пулсанах шăнкăравлăр, киле çырусем ярăр. Сирĕн веçех йĕркеллĕ пулнине аçăр-аннĕрсем пĕлсе тăччăр», — пĕтĕмлетрĕ вăл.
Тин салтак тумне хывнă Юрий Николаев салтак пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ, çарта туслăх питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Юрий пĕлтĕрхи çуркуннехи призывăн пĕрремĕш ушкăнĕпе çара кайнă. Вăл Амур облаçĕнчи Белогорск хулинче службăра тăнă, кĕçĕн сержанта çитсе çак кунсенче тăван Эткер ялне таврăннă. 
Призывниксене инçе çула ăсатма Комсомольскинчи «Вознесения Господня» чиркĕвĕн настоятелĕ Александр иерей килсе çитнĕ. Вăл та каччăсене такăр çул сунчĕ, Турăпа пĕрле çÿресе каялла ыррăн-сыввăн таврăнма пиллерĕ. 
Салтак çулĕ — çăмăл мар. Эпир те каччăсене пур йывăрлăха чыслăн парăнтарма, салтак ятне çÿлте тытса Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем пулма сунатпăр. Такăр çул сире, призывниксем! 
Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *