Пятница, 27 января

Паха тухăç илесси мĕнле ĕçленинчен нумай килет

Паха тухăç илесси мĕнле ĕçленинчен нумай килет

Районти хуçалăхсем пирки пĕрне хурласа теприне ырласа калама та çук пулĕ. Пурте тăрăшаççĕ. Агротехникăн малта пыракан тĕслĕхĕсене шута илсе ĕçлеççĕ. Паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен техника туянаççĕ. Çĕрулми туса илекенсем те кирлĕ техникăсăр пысăк тухăçлă, пахалăх енчен тивĕçтерекен çимĕç туса илме май çуккине ăнланаççĕ. Хуçалăхсем хушшинче лайăххисенчен чи лайăххисем те пур. Çĕр ĕç технологийĕсене çĕнетсе пыни вĕсене ÿсĕм тума май парать. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсем 826 гектар çĕрулми лартнă, 12562 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 900 гектар куккурус, 160 гектар сахăр кăшманĕ, 65 гектар пахча çимĕç акнă.
Уй-хир кунне «Рассвет» ЯХПК хирĕсемпе паллашнинчен пуçларĕç. Кунта тулă тата урпа уйĕсем чăннипех те пĕр тикĕс шăтса тухнă тата çумкурăкĕсем те курăнмаççĕ. Ахальтен мар район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов: «Кун пек уя курсассăн чун савăнать. Епле лайăх çитĕнеççĕ калчасем», — терĕ палăртса. Хуçалăхра кĕрхи культурăсем япăх хĕл каçнăран вĕсене çĕнĕрен акма тивнĕ. Çĕрулми анинче те ĕç вĕрет. Кунта ĕçченсем удобрени сапаççĕ тата йăрансене çийĕнчех хăпартса пыраççĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» 100 гектар çинче çитĕнет. Куккурус уйĕнче те пулчĕç пухăннисем. Вăл аван шăтса тухнă. Апла пулин те нумаях пулмасть каçсерен сивĕ пулни çулçăсене сарăхтарнă, тăм тивнĕ.
— Куккурус — выльăх-чĕрлĕх валли чи паха апат. Вăл кирлĕ витаминсемпе пуян. Ăна хуçалăхра ытларах та ытларах çитĕнтермелле. Кунта вара паха вăрлăх пулни те, вăл лайăх çитĕнни те пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе пирĕн ыттисенчен тĕслĕх илмелли пурах. Ăнăçлă ĕçлесе пыракансемпе тĕл пулмалла, — терĕ «Родина» фермер хуçалăхĕн ертÿçи Анатолий Потемкин.
Ĕçлĕ ушкăн кашни хуçалăхрах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, куккурус, çĕрулми тата ытти пахча çимĕç мĕнле шăтса тухнипе паллашма тăрăшрĕ. Çавăнпа пĕрлех нумай çул ÿсекен курăксен хирĕсене те çитсе курчĕç. «Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕнче люцерна çав тери лайăх ÿснĕ, вăл парка та çÿллĕ. «Кунтан лайăх выльăх-чĕрлĕх апачĕ пулĕ», — терĕç ертÿçĕсем. Çитес вăхăтрах, люцерна чечеке лариччен, курăка çулса кĕртме сĕнÿ пачĕç. Кашни хирте тенĕ пекех ĕç шавĕ лăпланмасть, уйсем ешĕл тум тăхăннă, калчасем пĕве кайса пыраççĕ, анчах та çумкурăк, чир-чĕр, хурт-кăпшанкă та çывăрмасть. Çавăнпа та ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, агрономĕсем пĕр-пĕрне мĕнле им-çампа усă курмаллине сĕнчĕç, агротехника ĕçĕсем пурнăçламалли пирки те сăмах пулчĕ. Кашни хуçалăхрах хирсене гербицидсемпе им-çамлас ĕç пырать те ĕнтĕ. Çĕрулми уйĕсенче вара йăрансене çырма пуçланă.
Сăмахран, районти «Комсомольские овощи» агрофирма çĕрулми лартма апрелĕн 25-мĕшĕнчех тухнă. Çĕрулми уйĕсем тап-таса, йăрансем тÿрĕ, çĕрулми шăтса тухнă. Асăннă хуçалăхра яланах ăна пысăк тухăçпа пуçтарса кĕртеççĕ. Кунта, паллах, элита вăрлăх лартни, вăхăтра имçамлани, кăпкалатни пысăк вырăн йышăнать.
Уй-хир кунне пĕтĕмлетме пурте «Асаново» ЯХПКра пухăнчĕç. Кунта тухăçлă куна пĕтĕмлетнĕ май, пурте ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсен хирĕсене ырларĕç. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисенчен тĕслĕх илмелли пурах.
Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина кун тухăçлă иртнине, хирсемпе кăмăллă пулнине палăртса хăварчĕ. Çапах та çине тăрсах ĕçлемеллине, агротехника ĕçĕсене вăхăтра пурнăçламаллине асăрхаттарчĕ. «Çĕр çинче тăрăшаканăн ĕçĕ пархатарлă. Çавăнпа та çураки ирттернĕ хыççăн пур хуçалăхсенче те уяв йĕркелемелле. Малашнехи тĕллев — вырма ĕçĕсене вăхăтра тăвасси», — терĕ Инна Николаевна.
— Уй-хир кунĕ тивĕçлĕ шайра иртрĕ. Чи кирли вăл — ял ĕçченĕсем пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашни. Çĕр пулăхлăхне лайăхлатас, çумкурăксемпе, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсемпе чир-чĕре хирĕç кĕрешес ыйтусем çине тата та ытларах тимлĕх уйăрмалла. Эффективлă препаратсемпе туллин усă курмалла. Мĕнле вăй хуратăн — çавăн пек тухăç илетĕн, çанталăкĕ кăна патăрччĕ, — терĕç хуçалăхсен ертÿçисем.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *