Вăрçă пыракан çĕршывра мир тума тăрăшакан, вăрçă çулăмне сÿнме пулăшакан, унти тĕрĕслĕх йĕркине тытса пыракан салтаксене мирлештерÿçĕ тесе калаççĕ. Пирĕн районта çуралса ÿснĕ каччăсем хушшинче те çакăн пек службăра пулнă салтаксем пур. Вĕсенчен пĕри — Йăлмахва ялĕнче çуралнă Юрий Ефремов.
Вăл нумай ачаллă çемьере 1973 çулта çут тĕнчене килнĕ. Шкул вĕренсе пĕтерсен Юрăн та салтака кайма ят тухнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ тинех пурнăçа кĕнĕ. Каччă десант-никсен 32351-мĕш чаçне /вăл Хĕвеланăç Украинăри Хыров хулинче вырнаçнă/ лекнĕ. Малтанхи кунсенче çамрăк каччăна салтак пăтти çиме çăмăлах пулман. Нумай вăхăт хушши спортпа туслă пулни, амăшне килти ĕçсемпе пулăшни, ял-йыша хисеплени, чăваш халăх йăли-йĕркине чыслани службăри йывăрлăхсене çĕнтерме май панă.
1992 çулта СССР саланса кайсан Йăлмахва каччи Рязань хулинчи 41450-мĕш чаçре контракт йĕркипе службăна малалла тăсать. Служба вăхăтĕнче салтак ÿт-пĕвĕпе те, тавракурăмĕпе те аталанса çитет.
Тĕнче пăтранма тытăнать, унта та кунта мирлĕ пурнăçпа пурăннă халăхсем тăшмансем пулса тăраççĕ, вăрçă вăрçма пикенеççĕ. Раççей мирлештерекен çĕршывсен шутне кĕрет. Юрий Ефремов 1994—1995 çулсенче Югославире — Сараевăра ООН çарĕсен 629-мĕш пехота батальонĕнче мирлештерÿçĕ пулса службăра тăрать. 1998 çулта апрель — октябрь уйăхĕсенче Абхази Республикинчи хĕçпăшаллă хирĕçÿсенче ятарлă задани пурнăçлать. 2000—2001 çулсенче Югославири хирĕçĕве мирлештерÿçĕ пулса хутшăнать.
Çăмăл мар службăра пулса чылай награда илме пултарнă пирĕн ентеш. Нумай медаль парса чысланă командовани гварди сержантне Ефремова. Вĕсем хушшинче: «Çар çыхăнăвне çирĕплетнĕшĕн», III-мĕш степеньлĕ «Службăшăн», II-мĕш степеньлĕ «Службăра палăрнăшăн» медальсем. Çавăн пекех унăн нумай грамота пур, вĕсен шу-тĕнче ют çĕршывран панисем те питĕ нумай.
2002 çулта вăл службăран запаса тухать, 2012 çулта УФСИН службинче пулать. Халĕ Юрий Ефремов авланнă, мăшăрĕпе, ачисемпе Шупашкар хулинче тĕпленнĕ.
П.ЗАЙЦЕВ.