Суббота, 20 апреля

Ултав аллине лекер мар

Ултав аллине лекер мар

Майăн 10-мĕшĕнче Шупашкарта граждансен банк карттисем çинчен укçа вăрланă 2 тĕслĕхе палăртнă. Телефон урлă улталакансем 58 çулти тивĕçлĕ канури хĕрарăма чике тăршшĕ лартнă. Ултавçă хĕрарăма шăнкăравласа хăйĕнпе банкăн хăрушсăрлăх службин ĕçченĕ тесе паллаштарнă, унăн картти çинчен такам укçа вăрласшăнни çинчен пĕлтернĕ, укçа вăрлаттарас мар тесен банк карттин реквизичĕсене калама ыйтнă. Пенсионер шăнкăравлакана шаннă, карта реквизичĕсене пĕлтернĕ. Çапла вара ултавçă унăн 26 пин тенкине йăкăртнă.
Майăн 16-мĕшĕнче Шупашкарти полици уйрăмне 61 çулхи хĕрарăм килнĕ. Ăна та çÿлерех асăннă мелпе улталанă, пĕтĕмĕшле хĕрарăмăн банк карттисем çинчен 422 пин тенкĕ сăптăрса кайнă.
Етĕрне хулинче пурăнакан 60 çулхи хĕрарăм та çакăн пекех шар курнă. Унăн банк картти çинчен 6 пин ытла тенкĕ вăрланă.
РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн ĕçченĕсем граждансене тимлĕ пулма ыйтаççĕ, палламан çынсене шанма юраманнине тепĕр хут аса илтереççĕ. Асра тытăр: банк ĕçченĕсем шăнкăравласа сирĕн реквизитсене ыйтмаççĕ! Палламан çынсем шăнкăравласан вĕсене банк карттин реквизичĕсене, парольсене пĕлтерме юрамасть.

И.ЧУМАРОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *