Телейне ĕçре тупнă

Телейне ĕçре тупнă

Нумай-нумай çул районти гражданла оборона начальникĕнче вăй хунă Герман Григорьевич Чемешев çемйинче 6 ача кун çути курнă. Асли вара, 1952 çулта çуралнăскер, шăпах Александр. Комсомольски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан пĕр тăхтаса тăмасăр Канашри профтехучилищĕнче çул тытать. Кунта вăл газоэлектросварщик специальноçне туянать. Çар службине кайиччен çак хулари вагонсем юсакан заводра тăрăшать. Икĕ çул салтак тивĕçне пурнăçласан Комсомольскинчи «Кооператор» предприятире газооператорта ĕçлеме пуçлать. Кунта çак çамрăк пĕр улшăнмасăр 40 çул ытла хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пырать. Коллектив Александр Германовича тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитнĕ ятпа чысласа, нумай çул тăрăшуллă ĕçленĕшĕн тав тăвать. Пенсие кайнă пулсан та килте лармасть, сельхозтехника территорийĕнчи çĕрулмирен продукци хатĕрлекен цехра икĕ çул ытла вăй хурать. Ун хыççăн Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕн котельнăйĕнче паянхи кунчченех газооператорта ĕçлет.
Ĕçне кура — хисепĕ, теççĕ. Александр Германовича сăра заводĕнче ĕçленĕ тапхăрта потребкоопераци системинче 25 çул, 30 çул, 40 çул ырми-канми вăй хунăшăн паллăсем парса чысланă.
В.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *