Суббота, 4 февраля

Салтаксен тăванĕсене тупма пулăшăр

Салтаксен тăванĕсене тупма пулăшăр

Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайса хыпарсăр çухалнă салтаксене вĕсен тăванĕсем халĕ те шыраççĕ. Нумаях пулмасть икĕ салтакăн шăпине уçăмлатма май килчĕ, анчах вĕсен тăванĕсем камсем пулни паллă мар. Районта пурăнакансенчен çак салтаксен тăванĕсене шыраса тупма пулăшу ыйтатпăр.
1. Александр Федорович Федоров, 1924 çулта çуралнă. Ăна Комсомольскинчи çар комиссариачĕ вăрçа чĕнсе илнĕ. Стрелоксен 268-мĕш дивизийĕн 430-мĕш уйрăм саперсен батальонĕнче çапăçнă, сапер пулнă. 1943 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче Ленинград облаçĕнчи Мгински районĕнчи Московская Дубровка поселокĕнче пуçне хунă. Амăшĕ — Иона Ивановна Федорова. Архиври даннăйсем тăрăх, вăл Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿсме пултарнă.
2. Тидерзан Фасхутдинов, 1915 çулта çуралнă. Комсомольскинчи çар комиссариатĕнчен вăрçа тухса кайнă. Стрелоксен 331-мĕш дивизийĕн 1106-мĕш стрелоксен полкĕнче çапăçнă, рядовой. 1944 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче пуçне хунă, ăна Белоруссири Вилейски облаçĕнчи Родашковски районĕнчи Волковщино ялĕнче пытарнă. Мăшăрĕ – Махшуги Яшмул.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *