Четверг, 25 апреля

Кинофестивале пĕтĕмлетнĕ

Кинофестивале пĕтĕмлетнĕ

Майăн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери XII-мĕш кинофестивале савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене наградăсем парса хавхалантарнă.
Кăçал конкурс программине 11 картина тăратнă, вĕсенчен 5-шне Чăваш Енĕн кинематографисчĕсем хатĕрленĕ.
Пурĕ 90 ытла тĕрлĕ акцисемпе мероприятисем иртнĕ.
Кинофорума пурĕ 70 режиссер хутшăннă. Раççей Федерацийĕн регионĕсенчен паллă актерсем, ют çĕршывсенчен те ăста продюсерсем, кино ÿкерекенсем пуçтарăннă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре пурăнакансене чаплă парне туса панăшăн актерсене мухтаса тав тунă.
Республикăра пурăнакансем, мĕн пур хăнасем киносене курса хавхаланнине, уяв мероприятийĕсем 20 пин ытла çынна пĕр чăмăра пухнине палăртнă вăл сăмаха çавăрса. «Ырă кăмăл-туйăм яланах пурăнма хавхалантарать, чĕресене çемçетет. Пĕр-пĕрне ытларах хисеплеме, юратма хистет», — тенĕ регион Пуçлăхĕ.
Чи маттуррисем яланхиллех «Анне» статуэткăна тивĕçлĕ пулнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнине кăçал РСФСР халăх артисчĕ Виктор Сухоруков çĕнсе илнĕ.
«Чечеклен, Чăваш Ен! Фестивале яланах упра», — тенĕ хăйĕн тав сăмахĕнче паллă актер.
Гран-при парнине вара «Семь пар нечистых» фильм тивĕçнĕ /Режиссерĕсем: Кирилл Белевич тата Юрий Ильин/.
Савăнăçлă пулăм иртнĕ хыççăн хăнасем кино курнă, унта шăпах та Виктор Сухоруков актер вылянă. Вăл Калинкин салтак рольне вылнăшăн чи лайăх актер ята çĕнсе илнĕ, уншăн ăна «Золотой орел» тата «Белый слон» кинопреми парса хавхалантарнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *