Ирĕклĕ пушарнăйсем тупăшнă

Ирĕклĕ пушарнăйсем тупăшнă

Майăн 24-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнче «Чăваш Республикин ирĕклĕ пушар хурал команди — 2019» ята тивĕçме смотр-конкурс иртнĕ. Ăмăртăвăн тĕллевĕ — пушар сÿнтерессинче тата çăлав ĕçĕсене ирттерессинче кирлĕ пĕлĕве тарăнлатасси, физкультурăпа спорта аталантарасси.
Унта Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен ирĕклĕ пушарнăйĕсем хутшăннă. Вĕсем тĕрлĕ енлĕн тупăшса мала тухма ăнтăлнă. Пирĕн район чысне Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн ирĕклĕ пушарнăйĕсем хÿтĕленĕ. Çав шутра: Геннадий Ефремов, Владимир Алексеев, Анатолий Кольцов, Вячеслав Ефремов, Владимир Краснов, Николай Яковлев, Николай Волков.
Вĕсем çĕнтерÿçĕсен шутне кĕме пултарайман пулсан та хăйсен ăсталăхне, пултарулăхне туллин кăтартса панă. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов ăмăртăвăн чи аслă участникĕ ята тивĕçнĕ.
— Чи пĕлтерĕшли — çĕнтерни мар, ăмăртура ыттисен опычĕпе паллашни паха. Эпир асăннă ăмăртăва кашни çулах хутшăнатпăр. Çĕнтерÿçĕсен йышне те пĕрре анчах мар лекнĕ: 2017 çулта — 1-мĕшсем пулнă, пĕлтĕр — 3-мĕшсем, — терĕç обществăлла ĕçре ялан хастарскерсем.
Н.МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *