Пятница, 19 апреля

Ачасемпе тĕл пулнă

Ачасемпе тĕл пулнă

«Пĕрле наркотике хирĕç» акципе килĕшÿллĕн районти тĕп больницăн врач-наркологĕ Людмила Ярышева, медицина ĕçченĕ Татьяна Леонтьева, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Фаина Матросова, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Светлана Дмитриева Хирти Явăш тĕп шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсемпе тата Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн 11-мĕш класс ачисемпе тĕл пулнă. Вĕсем психоактивлă япаласемпе усă курни мĕн патне илсе пыни çинчен калаçу ирттернĕ.
Людмила Ярышева ачасене наркотиксен, сигаретсемпе алкоголь шĕвекĕсен сиенлĕ витĕмĕ çинчен каласа панă, электрон сигаретсемпе спайссен сиенĕ, кальян туртни мĕнле чирсем пуçарса яма пултарни çинче чарăнса тăнă.
Светлана Дмитриева обществăлла вырăнсенче, урамра, килте хăйсене мĕнле тытмалли çинчен ачасемпе калаçнă, Пĕтĕм Раççейĕпе ĕçлекен ача-пăчан шанăç телефонĕ /8-800-2000-122/ тата Шупашкарти психологи пулăшăвĕн линийĕ /8-800-100-49-94/ çинчен пĕлтернĕ. Кашни ачах, йывăр лару-тăрăва лексен, çак телефонсемпе шăнкăравласа пулăшу ыйтма пултарать.
Малалла специалистсем вĕренекенсемпе ятарлă тест ирттернĕ. Ăна наркотиксемпе тата психоактивлă япаласемпе усă курма пултаракан çул çитменнисене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Çавăн пекех ачасем хăйсене интереслентерекен ыйтусене панă, специалистсен хуравĕсене тимлĕн итленĕ.
Л.ПУШКИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *