Вторник, 23 апреля

Шкул пĕтерекенсемшĕн янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Шкул пĕтерекенсемшĕн янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Шкулпа сывпуллашнине систерсе кăçал юлашки шăнкăрав районти 11-мĕш тата 9-мĕш классенчен вĕренсе тухакансемшĕн майăн 23-мĕшĕнче янăрарĕ. Çак кун пĕр вăхăтрах савăнăçлă та, пăлхануллă та. 11 çул пĕр класра вĕренсе, ăмăртусенче пĕрле тупăшнă вĕренекенсемшĕн пушшех те пулĕ тетĕп.
Нĕркеç вăтам шкулĕнчен кăçал 11-мĕш класран 5 ача çеç вĕренсе тухать. Вĕсене халалланă уяв питĕ савăнăçлă та ырă кăмăллă, çав вăхăтрах пăлхануллă иртрĕ. Çак кун тăван шкулта пулса курма тÿр килнишĕн те савăнатăп. Çырма-вулама вĕрентнĕ, шутлама хăнăхтарнă педагогсем — пурте чуна çывăх. Вĕсем вун-вун ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă, чунне парса вĕрентнĕ. Çак ĕçе халĕ те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ.
Вĕренекенсене уяв ячĕпе Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, шкул директорĕ Надежда Петрова саламларĕç, Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе чысларĕç, тĕрлĕ конкурссемпе мероприятисенче призерсен йышне лекнисене хушаматран палăртса хăварчĕç. Выпускниксем чăннипех те вĕренÿре маттур пулни куçкĕрет. Вĕсем районти, республикăри пĕр ăмăртуран та пăрăнман.
Шурă саппунсемпе хăюсем, тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, илемлĕ чечексем, илĕртÿллĕ йăл кулă, çав хушăрах ашшĕ-амăшĕ тата выпускниксем вăрттăн шăлса илекен куççуль, вĕрентекенсен сывпуллашу сăмахĕсем… Ĕмĕрлĕхех асра юлакан самантсем. Ĕнерхи вĕренекенсем паян пурнăçăн анлă çулĕ çине тухаççĕ. Хыçра — ачалăх, шкул çулĕсем, вулама-çырма вĕренни. Малта — экзаменсене ăнăçлă тытса професси суйласси. Мĕнех, юлашки шăнкăрав янăрарĕ, халĕ районти яшсемпе хĕрсене экзаменсенче ăнăçу сунатпăр!
А. ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *