Воскресенье, 4 июня

Чи нумай вулакан çемьесем паллă

Чи нумай вулакан çемьесем паллă

Чăваш Енре «Чи нумай вулакан çемье» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ăна республикăн ача-пăчапа çамрăксен вулавăшĕ нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен ирттернĕ. Конкурса республикăри 13 районпа 5 хуларан 59 ĕç тăратнă. Вĕсене виçĕ номинаципе хакланă: «Илемлĕ литература хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ чи лайăх плейкаст», «Вулавăшри чи лайăх виртуаллă çулçÿрев», «Чи лайăх вулав дневникĕ».
Чи лайăх плейкаст хатĕрлесе малти виçĕ вырăна çаксем йышăннă: Муркаш районĕнчи Любимовсем, Комсомольски районĕнчи Владимировсем, Канаш районĕнчи Андреевсем. Виртуаллă çулçÿревре — Шупашкарти Савельевсем, Комсомольски районĕнчи Можаевсем, Муркаш районĕнчи Терехинсем. Чи лайăх дневник авторĕсем — Канаш районĕнчи Назаровсем, Канаш хулинчи Александровсем, Элĕк районĕнчи Михайловсем.
— Виртуаллă çулçÿревре çĕнтернĕ Можаевсем — чăннипех те маттур çемье. Людмилăпа Андрей Рома тата Юлиана ачисене мĕн пĕчĕкрен кĕнекепе туслаштарнă. Халĕ те çак ĕçе çÿллĕ шайра пурнăçлаççĕ. Ачасем ача-пăча библиотекине тăтăшах çÿреççĕ, конкурссене те, литература каçĕсене те хутшăнаççĕ. Рома яланах çĕннине вуласа пĕлме ĕмĕтленет. Кĕнекесем, журналсем — унăн çывăх тусĕсем, — терĕ Ирина Крылова библиотекарь. Шăпах вăл çемьене конкурса хутшăнма хавхалантарнă та.
Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче пурăнакан Владимировсем те вулавăшпа туслă. Вĕсем çемйипех вулама кăмăллаççĕ. Ахальтен мар чи лайăх та хитре плейкаст хатĕрленĕ вĕсем ушкăнпа.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *