Четверг, 9 февраля

Симферополе – самолетпа

Симферополе – самолетпа

Шупашкартан Симферополь хулине самолетпа çитме пулать. Паян-ыранах мар. Çитес уйăхран. Тата тĕрĕсрех каласан, июнь уйăхĕн 7-мĕшĕнчен.
Икĕ регионти хуласене «Smartavia» çыхăнтарĕ. Предприяти самолечĕсем Шупашкартан Симферополе, Симферопольтен Шупашкара хутлĕç. 5N-401Ÿ402 рейс эрнекунсерен пулĕ.
«Симферополь — Шупашкар» маршрутпа вĕçекен самолет 09 сехет те 35 минутра хускалĕ те кунта 12 сехет те 15 минутра пулĕ. Шупашкартан вăл Симферополе 13 сехет те 10 минутра вĕçсе кайĕ, кăнтăрти хулана 16 сехет те 10 минута çитĕ.
Икĕ хулана çыхăнтаракан самолет марки — «B-737-500». Çул çинче вăл 2 сехет те 40 минут вĕçĕ. Авиарейссене çÿретме июнь уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 30-мĕшĕччен палăртнă.
Тарифсемпе «Smartavia» авиакомпани https://www.flysmartavia.com/ сайтĕнче паллашма, билетсене те унтах туянма пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *