Пятница, 19 апреля

Хаçат-журнал — кашни киле

Хаçат-журнал — кашни киле

«Çырăнтару тапхăрĕ пырать. Юратнă кăларăмсене çырăнма манмарăр-и? Хаçат-журналсăр ан юлăр», — асăрхаттараççĕ Аслă Çĕрпÿел ялĕн почта уйрăмĕнче вăй хуракансем кашни килекене. Кунта пырса кĕме те питĕ кăмăллă. Почта ĕçченĕсем кашнинех ăшшăн кĕтсе илеççĕ, тараватлăн пуплеççĕ.
— Почтальонăн ĕçĕ питĕ кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ. Кашни килтех ăна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Уйрăмах ватăсем хаçат е пенси килмелли кун чÿречерен темиçе те пыра-пыра пăхаççĕ, почтальон килнине курсан вара урамах тухса тăраççĕ, — уçать шухăшне почта уйрăмĕн ертÿçи Надежда Ильина.
Ирина Иванова, Ирина Краснова, Галина Егорова почтальонсем кашни килех çитсе хаçат-журнала, çырусене вăхăтра валеçме тăрăшаççĕ. Халĕ, çырăнтару тапхăрĕ пынă май, яланхи вулаканĕсене çакăн çинчен те аса илтереççĕ.
— Ялта пурăнакансем уйрăмах район хаçатне — «Каçал ене» кăмăллаççĕ, унсăр пурăнаймастпăр теççĕ, çырăнтару тапхăрĕ вĕçленнĕ хыççăн та пыра-пыра çырăнаççĕ. Паллах, район хыпарĕсене пурин те пĕлсе тăрас килет, — пĕлтереççĕ почтальонсем.
Вĕсен тăрăшулăхне кура нумаях пулмасть «Каçал ен» хаçат редакцийĕ почта ĕçченĕсене концерта кайма билетсем парнелерĕ.
— Тăрăшни сая каймасть. Çынсем хаçат-журналпа туслашни хавхалану кÿрет, кăмăла тата та хăпартлантарать, — палăртаççĕ почтальонсем.
Н. КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *