Суббота, 20 апреля

Ыйтусене уçăмлатнă

Ыйтусене уçăмлатнă

Юнкун, майăн 15-мĕшĕнче, республикăра, çавăн пекех пирĕн районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлне, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасемпе çамрăксен канăвĕпе ĕçне йĕркелессине, çурхи ял хуçалăх ĕçĕсем епле пынине, çуллахи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе мĕнле мерăсем йышăнмаллине сÿтсе яврĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕнче районта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Слава картофелю» агрофирма ООО директорĕсен совечĕн председателĕ Александр Капитонов пулчĕç. Вĕсем чи малтанах район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче районти виçĕ çемьене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма сертификатсем парса чысларĕç. Çавăнпа пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулчĕç, информаци кунĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç. Унпа пĕрлех Татьяна Рябинина ял хуçалăхне, фермер хуçалă-хĕсене, кооперативсене аталантарма пулăшакан грантсем çинче чарăнса тăчĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлес текенсене тĕллевлĕ пулăшупа усă курни пирваях ура çине тăма тата ĕçе пуçăнма пулăшать.
— Çавăнпа та патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курмаллах, — терĕ Татьяна Рябинина.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пулнă май информаци ушкăнĕн членĕсем «Госсорткомисси» ФГБУ Чăваш Енри филиалĕн ертÿçипе Вячеслав Сидоровпа тата ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, çурхи ака ĕçĕсемпе паллашрĕç. Хуçалăхра усă курман çĕр лаптăкĕсем пур. Çавна май Татьяна Рябинина вĕсене çине тăрсах ĕçе кĕртмеллине каларĕ. Ку енĕпе хуçалăх ĕçченĕсем ĕçленине палăртрĕç.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă май информаци кунĕнче сÿтсе явма палăртнă ыйтусене хускатрĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлне, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне йĕркелессине, çурхи ял хуçалăх ĕçĕсем епле пынине, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнассине сÿтсе яврĕç. Районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ Владимир Давыдов ял çыннисене кăвайт чĕртме юраманни çинчен, вăрмана кĕме чарни çинчен уйрăммăн асăрхаттарчĕ. Çакă пĕтĕмпех шăрăх çанталăк тăнипе тата пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă режимне çирĕплетнипе çыхăннă. Районти Пенси фончĕн уйрăмĕн начальникĕ Ирина Белобаева пенси ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
Ял çыннисене пăшăрхантаракан ыйту та сахал мар. Чи çивĕччи — хыт каяшсене вăхăтра илсе тухманни.
— Контейнерсем тулса кайни, йĕри-тавра çÿп-çап выртни пĕрре те килĕшÿллĕ мар. Укçи-тенкине вăхăтра тÿленине кура хăçан йĕрке пулать-ши? — терĕç пухăннисем.
Çавăн пекех çул-йĕр ыйтăвĕпе те кăсăкланчĕç. Ял çыннисем кÿршĕллĕ районсемпе çыхăнтарма ыйтаççĕ. Сăмахран, Елчĕк районĕнчи Курнавăша çитме хыт çул пулсассăн аванччĕ те, — терĕç.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *