Çĕнтерÿ парачĕ мăнаçлăх çуратать

 Çĕнтерÿ парачĕ мăнаçлăх çуратать

Тăван çĕршывăн 1418 куна тăсăлнă Аслă Отечественнăй вăрçи кашни киле хуйхă-суйхă илсе килнĕ. Апла пулин те чунĕпе çирĕп, паттăр, хастар совет çыннисем çĕнтерĕве çапăçу хирĕсенче те, тылра та юнпа тата тарпа çывхартнă. Нумайăшĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман, паттăрсен вилĕмĕпе пуçĕсене хунă. 74-мĕш Çĕнтерĕве кĕтсе илекенсен йышĕ те çулсерен чакать. Вĕсен те сывлăхĕ хавшак. Район центрĕнче йĕркеленĕ уява та пурте килсе курма вăй çитереймерĕç.
Апла пулин те уявран та уяв пулчĕ майăн 9-мĕшĕ. Пухăннисем концерт курса савăнчĕç, çамрăк армеецсем утнине хакларĕç, палăксем патне чечек кăшăлĕсем хучĕç, спорта кăмăллакансем футболла вылярĕç, ача-пăчасем асфальт çинче ÿкерчĕç, «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче, культурăпа кану паркĕнче выставкăсемпе паллашрĕç.
Уява пухăннисене район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов тата ыттисем саламларĕç. «Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 74 çул çитрĕ. Çĕнтерÿ кунне куççуль кăлармасăр ниепле те паллă тума май çук. Паян эпир хăрушă вăрçăран таврăнайманнисене аса илетпĕр. Тăнăçлăха сыхласа хăварнă тата çĕнĕ ăрăва телейлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансен умĕнче пуç таятпăр. Сирĕн паттăрлăхăр вилĕмсĕр», — терĕ Александр Николаевич митинга уçнă май. Хасиятулла Идиатуллин, Петр Краснов уява пуçтарăннисене Аслă Çĕнтерÿпе саламларĕç, мирлĕ тÿпе парнелекенсене чĕререн тав турĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 2-мĕш «а» класра пĕлÿ пухакан Дарья Прохорова «Папка» сăвва чуна пырса тивмелле каласа пачĕ. Вăрçă темине куç умне кăларакан сăвва итленĕ хыççăн куçсем шывланчĕç.
Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем пухăннисем умĕнче юрăсем шăрантарчĕç, кăмăл-туйăма çĕклерĕç. Районти искусство шкулĕн воспитанникĕсем, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадет класĕсен вĕренекенĕсем куракансене ташăсем парнелерĕç.
Районти шкулсенчен килнĕ çамрăк армеецсем, Афган вăрçине хутшăннисем, пограничниксем, моряксем стройпа утса иртни çынсен чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ çуратрех. Вĕсем кăçал нихçанхинччен те йышлăрах: кадетсем, хĕрсем стройпа утса иртнине пăхма мĕн тери кăмăллă.
Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пуçĕсене хунă ентешсене асра тытса ĕç коллективĕсен представителĕсем палăксем патне чечек кăшăлĕсем, чĕрĕ чечек çыххисем хучĕç.
«Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăннисем Аслă вăрçăра пулнă, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă çывăх çыннисен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса утрĕç. Сăваплă акцие тухнисен йышĕ çулран-çул ÿссе пыни çĕршыв хÿтĕлевçисене тав тунине, кашни паттăра асра тытнине çирĕплетет. Аслисем, шкул ачисем, ача садне çÿрекенсем, пĕчĕккисем аслашшĕ-асламăшĕсемпе, кукамăшĕсемпе пĕрле акцие хутшăнчĕç.
Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе библиотека ĕçченĕсем вăрçă кунĕсене халалланă кĕнекесен выставкине культурăпа кану паркĕнче йĕркелерĕç. Çакăнтах вĕсем вăрçă темипе юрăсем шăрантарчĕç. Ачасем асфальт çинчи ÿкерчĕксен конкурсне хутшăнчĕç. Искусство шкулĕн ÿнер уйрăмĕнче вĕренекенсем ачасене аква-гримпа савăнтарчĕç.
Кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕнче футбол турнирĕ йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче ирттерчĕç. Ăмăртура 7 команда тупăшрĕ. Пĕрремĕш вырăна Патăрьел районĕнчен килсе çитнĕ «Керамик» команда тивĕçрĕ. Анат Тимĕрчкассисем — иккĕмĕш, «Исток» команда /Аслă Çĕрпÿел/ виççĕмĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç.
Паттăрсене манманни, вĕсен ячĕпе уяв йĕркелени — ырă пулăм. Мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансене, тыл ĕçченĕсене тайма пуç.
Уяв концерчĕсенче вăрçă çулĕсене тата Çĕнтерÿ кунне халалланă сăвă-юрă янăрарĕ. Каçхине тÿпене пин-пин салют çăлтăрĕ илем кÿчĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code