Суббота, 20 апреля

Çарпа спорт вăййисем старт илчĕç

Çарпа спорт вăййисем старт илчĕç

«Зарница», «Орленок» çарпа спорт вăййисем, шкул пĕтернĕренпе чылай çул иртнĕ пулин те, халĕ те, аса илсен, чунра ырă туйăмсем çуратаççĕ. Çутçанталăк ытамĕнче палаткăсенче пурăнни, хуранта техĕмлĕ вĕри апат пĕçерни, ăмăртусенче мала тухассишĕн ăнтăлни яланлăхах асра упранать. Çак вăйăсем нумай çул иртсен те хăйсен пĕлтерĕшне çухатманни, кашни çулах шкул ачисене вăрман хĕррине пуçтарни, паллах, савăнтарать.
Кăçал та, çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Комсомольскинчи вăрман хĕрринче палаткăсен хули ÿссе ларчĕ. Унта районти шкулсенче ăс пухакан чи хастар та маттур ачасем «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисене хутшăнма пуçтарăнчĕç.
Виçĕ куна тăсăлакан вăйăсене савăнăçлă лару-тăрура уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ С.Ю.Данилов, «Афганистан ветеранĕсен Раççейри Союзĕн» районти уйрăмĕн председателĕ В.Н.Гаврилов тата ыттисем те хутшăнчĕç.
— Çарпа спорт вăййисене хутшăнас текенсем çулсерен йышлăн пулни савăнтарать. Çакă ачасем сывлăха çирĕплетме ăнтăлнине, пирĕн пуласлăх пуррине кăтартать. Вăйăсенче чи маттур командăсем мала тухасса, каярахпа вĕсем район чысне республика шайĕнче те тивĕçлĕн хÿтĕлессе шанатăп, — терĕ Александр Николаевич пуçтарăннисене саламласа.
Çавăн пекех çар комиссарĕ С.Ю.Данилов тата афганецсен районти уйрăмĕн председателĕ В.Н.Гаврилов та шкул ачисене хăйсен пултарулăхне ăнăçлăн кăтартса пама сунчĕç.
Кăçалхи «Зарница» вăййа — 10 команда, «Орленока» 9 команда хутшăнать. Вĕсем пурте чăн-чăн салтаксем пек илемлĕн утса иртнине кура çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл мар пулассăн туйăнчĕ. Мĕнех, ăнăçу сире, çамрăк армеецсем!
Н.КАЛАШНИКОВА.

Ç

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *