Суббота, 20 апреля

Тĕлпулу йĕркеленĕ

Тĕлпулу йĕркеленĕ

Майăн 4-мĕшĕнче Урмаел вăтам шкулĕнче Аслă Çĕнтерĕве 74 çул çитнине халалласа ĕçпе вăрçă ветеранĕсене тĕлпулăва йыхравланă. Унта вăрçă ветеранĕ Зинетзян Алиякберович Абдрахманов та хутшăннă.
Шкул директорĕ Ф.Х.Камалдинов ветерансене çывхарса килекен уяв ячĕпе саламланă, ырлăх-сывлăх суннă. Пуçтарăннисем пĕр минут шăп тăрса Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене чысланă. Шел пулин те, вăрçăран ыррăн-сыввăн таврăннисем паянхи кун питĕ сахалăн. Çакă уйрăмах çакăн пек тĕлпулусенче уççăнах курăнать.
3 «б», 2 «а», 9 «б» классенче вĕренекенсем уяв концерчĕ хатĕрленĕ, куракансене юрри-ташшипе савăнтарнă.
— Фашистсене çапса аркатнăранпа нумай çул иртнĕ пулсан та, эпир Аслă Çĕнтерÿ кунне асрах тытатпăр, мăнасатте-асаннесен, мăнкукаçи-кукамайсен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ пирĕншĕн яланах тĕслĕх вырăнне пулĕç, — палăртнă шкул ачисем.
И. МИНЕБАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *