Ентеше манмаççĕ

Ентеше манмаççĕ

Совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе кăçал 74 çул çитрĕ. Çĕнтерÿ пирĕн халăхшăн мĕн тери хаклă пулнине кашниех аван туять. Аслă уява çĕршыври кашни пысăк хуларан пуçласа инçетри пĕчĕк ялсем таранах анлă паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Хырхĕрри ялĕнче те вăрçăра пуçа хунисене асăнса лартнă палăк патне шкул ачисем, ял халăхĕ йышлăн пуçтарăнчĕç. Аслă классенче вĕренекенсем палăк умне хисеплĕ хурала тăчĕç. Уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Воробьев уçрĕ, Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе саламларĕ. Хырхĕрри тĕп шкулĕн директорĕ Юрий Алексеев, «Восток» ЯХПК тĕп бухгалтерĕ Роза Алексеева тухса калаçрĕç. Аякри Коми республикинчен çитнĕ Александр Сугоров çыравçă та ентешсене уяв ячĕпе саламларĕ. Шкул ачисем сăвăсем каларĕç, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене шăрантарчĕç.
Çак кунах тата Григорий Михайлович Михайлов ентеше хисеплесе Асăну хăми уçрĕç.
Кам-ха вăл Григорий Михайлов; Кĕркури 1924 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче Канаш рай-онĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Мĕн ачаранпах вăл ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Çитĕнсен тракторист ĕçне вĕреннĕ. Ялти чылай çын уни-куни çĕмрĕлсен, юсамалла пулсан, унран пулăшу ыйтнă.
Хаяр вăрçă хирĕнче çамрăк салтак танксене хирĕç çапăçакан 266-мĕш артиллери полкĕнче оруди командирĕ пулнă. Днепр юханшывĕ çинчи хаяр çапăçусенче нимĕçсен темиçе танкне стройран кăларнă. Хăй те аманнă. Паттăра Ленин тата Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕсемпе, нумай медальсемпе тата Хисеп хучĕсемпе наградăланă.
Вăрçă хыççăн Григорий Михайловича пурнăç çулĕ Хырхĕрри тăрăхне илсе çитерет. Кунта Хурнай хĕрĕпе, Елизавета Дмитриевнăпа, çемье çавăраççĕ. Çамрăксем иккĕшĕ те «Родина» /каярах «Восток»/ колхозра вăй хураççĕ, çемье Кĕтне Пасарĕнче тĕпленет. Ырăпа çеç асăнать ял-йыш Гриша тетене, вăл колхозра механизаторта тата электрикра тăрăшнă, ял çыннисене нумай пулăшнă. Камăн çĕвĕ машини çĕмрĕлнĕ, камăн розетка юсамалла — пурин валли те вăхăт çитернĕ.
Ял-йыш паян та манмасть Гриша тетене. Аслă Çĕнтерÿ кунне тата çуралнăранпа 95 çул çитнине асăнса Григорий Михайлович Михайлов ячĕпе ялти культура çурчĕ çинче Асăну хăми уçрĕç. Паттăрăн кун-çулĕпе çиччĕмĕш класра вĕренекенсем тата вĕсен ертÿçи Галина Белкова паллаштарчĕ. Паллă пулăмран çывăх тăванĕсем те ниепле те айккинче тăрса юлма пултарайман. Уява Гриша тетен йăмăкĕ Анна Михайловна, Александр тата Юрий ывăлĕсем, Алевтинăпа Ираида хĕрĕсем, ытти тăванĕсем çитнĕ. Анна Михайловна тетĕшĕн ача чухнехи вăхăчĕсене каласа кăтартрĕ.
Асăну хăми çинчи чатăра илме шкулти чи маттур вĕренекенсене Яша Исаевпа Вика Малышевăна шанчĕç.
Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе уяв концерчĕ те пулчĕ. Сцена çинче «Палан» фольклор ушкăнĕ, уйрăм юрăçсем вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене шăрантарчĕç. …
Хырхĕрри халăхĕ хăйĕн паттăрĕсене, ĕçченĕсене манмасть, вĕсене сума сăвать.

Г.БЕЛКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code