Четверг, 18 апреля

Ĕç уявĕ ăрусене çывăхлатать

Ĕç уявĕ ăрусене çывăхлатать

Май уйăхĕн 1-мĕшĕ — Çуркунне тата Ĕç уявĕ. Çак уява районта пурăнакансем те анлăн паллă турĕç. Комсомольски ялĕн тĕп урамĕ пысăк уяв сценине çаврăнчĕ. Чи малтан пурте пĕрле: аслисем, çамрăксем, ачасем уяв колоннине тăтăмăр. Кашнин аллинче ялав е транспарант, е сывлăш хăмписем. Мĕн чухлĕ илем, хаваслăх, капăрлăх? Чи пахи Çуркуннепе Ĕç уявне хутшăнакансен çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмĕ пулчĕ. Чăннипех те çакна туйрăм — паянхи уявран никам та айккинче юлман: ял хуçалăх, культура, строительство, организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем, ял тăрă-хĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, район администрацийĕн ĕçченĕсем, спорта кăмăллакансем, профсоюз членĕсем, хăнасем тата ыттисем те — пурте пĕрле савăнса утрĕç. Пĕрлĕхре — пирĕн иксĕлми вăй. Çакна кашниех туйрĕ пулĕ тесе шутлатăп.
Уява пухăннисене район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата ыттисем те саламларĕç. Вĕсем пурне те хавас кăмăл, ăнăçу, тăнăçлăх сунчĕç.
Вырăнти артистсем хаваслă юрăсемпе, «Островок» ташă ушкăнĕ, Мария Долгова ертсе пыракан фитнес-аэробикăна çÿрекенсем илемлĕ ташшисемпе куракансене савăнтарчĕç.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *