Вторник, 16 апреля

Экскурси усăллă иртрĕ

Экскурси усăллă иртрĕ

Республикăра апрель уйăхĕнче «Полици тата ачасем» акци иртнĕ май «Радуга» ача садне çÿрекенсем районти шалти ĕçсен пайĕнче экскурсире пулчĕç. Ачасене ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ, полици кĕçĕн лейтенанчĕ Денис Соловьев кĕтсе илчĕ.
Чи малтанах вĕсене дежурнăй чаçре вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Преступлени туни çинчен калакан шăнкăравсене мĕнле йышăнни, çакăн хыççăн мĕнле мерăсем йышăнни ачасемшĕн питĕ интереслĕ пулчĕ.
Унтан Денис Соловьев чăн-чăн полици ĕçченĕ мĕнле пулмалли çинчен каласа пачĕ, полици ĕçченĕсем усă куракан ятарлă хатĕрсемпе паллаштарчĕ. Экспертпа криминалистика центрĕн эксперчĕ Р.Азизов экспертăн чăматанĕнче мĕн пуррине кăтартса каласа пачĕ.
Д.Соловьев палламан çынсемпе урамра калаçма юраманни тата вĕсемпе каймалла марри çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ.
Экскурси ачасемшĕн питĕ усăллă та асра юлмалла иртрĕ, вĕсем чылай çĕнни пĕлчĕç.

Л.АКШОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *