Чăвашлăха сума суса

Чăвашлăха сума суса

Чăваш чĕлхипе литература эрнелĕхне кăçал чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев 171 çул çитнине, районăмăр 80 çул тултарнине тата Театр çулталăкне халалларăмăр.
Эрнелĕхре Шурут вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем сăвăсем каланине итлеме кăмăллă пулчĕ. 5—6-мĕш классем «Сăмах вăййисем», «Асамлă вăчăра» станцисенче тупăшрĕç.
«Асанне арчи» вăйăра çиччĕмĕшсем ĕлĕкхи тупрасемпе тĕплĕнрех паллаштарма пултарчĕç. 8—9-мĕш классенче вĕренекенсем «Тăван чĕлхе — эс вĕçĕмсĕр тĕнче» ăмăртура тупăшрĕç. Вуннăмĕшсем «Тăлмачăсем» конкурсра тухăçлă ĕçлерĕç. Ачасем И.Н.Алексеева библиотекарь хатĕрленĕ «Ытарайми чăваш чĕлхи» кĕнекесен куравĕпе те паллашма хавас пулчĕç. Вĕренекенсем И.Я.Яковлев тата унăн вĕренекенĕсем çинчен паха материал пухса стена хаçачĕ кăларчĕç.
Чăваш тумĕ тăхăннă вĕренекенсем чăвашла сывлăх сунса кĕтсе илни, хĕрачасем хăйсен аллипе ăсталанă масмаксем тăхăнни куçа илĕртрĕ.
«Пирĕн пултарулăх» мероприяти те хаваслă иртрĕ. Вĕренекенсем хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
«Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ, сумĕпе хисепĕ малашне тата та ÿсессе, ун шайĕ çÿле çĕкленессе шанас килет», — пĕ-тĕмлетрĕç вĕрентекенсемпе вĕренекенсем.
Л.ТАРАСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *