
Çурхи кун çĕр ĕçченĕн пĕр самант та канса ларма вăхăт çук. Çакна шута илсе районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче вăй хуракансем çурхи кашни кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ.
Паянхи кун тĕлне районĕпе 8558 гектар çинче çурхи тырăсене акнă. Ку вăл — пĕтĕмĕшле палăртнин 85 проценчĕ. 12 хуçалăх ака ĕçĕсене вĕçлеме те ĕлкĕрнĕ.
Çĕрулмине «Комсомольские овощи» ООО 125 гектар çинче лартнă. «Урожай» колхозра — 16 гектар, «Рассвет» ЯХПКра 20 гектар лартма ĕлкĕрнĕ.
Çавăн пекех «Рассвет» ЯХПКра 40 гектар куккурус акнă. «Дружба» ЯХПКра сахăр кăшманĕ, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче /180 гектар/ горчица акнă. «Родина» фермер хуçалăхĕнче тата Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче рапс акнă.
Кăçал кĕрхи культурăсем япăх хĕл каçнине кура чылайăшĕ вĕсене çĕнĕрен акать. Хальлĕхе 1118 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă.