Уяв кунĕсенче темиçе кун каннă май пенси укçине памалли йĕрке кăштах улшăнать. Майăн 9 тата 10-мĕшĕсенче илмелли пенсисене ялсенчи почта уйрăмĕсем майăн 8-мĕшĕнчех валеçеççĕ. Майăн 11-мĕшĕнчен пуçласа ку ĕç яланхи йĕркепех пурнăçланать.
Перекет банкĕ урлă илекенсен пенсийĕсем майăн 7-мĕшĕнче — 8—11-мĕшсемшĕн, майăн 8-мĕшĕнче — 12—15-мĕшсемшĕн куçаççĕ. Почта-банк тата урăх банк урлă илекенсен пенсийĕсене майăн 8-мĕшĕнче ярса параççĕ.