Паттăр ентешпе эпир мухтанатпăр

Паттăр ентешпе эпир мухтанатпăр

Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ салтак çинчен пулĕ паянхи сăмах.
Алексей Прохорович Андриянов 1922 çулта çут тĕнчене килнĕ. Ачаран ялта ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ, малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ. Вăрçă тухсан вăл та ыттисем пекех çĕр-шыва тăшманран хÿтĕлеме васканă. Прибалтика фронтне лекнĕ вăл, 29-мĕш дивизин 302-мĕш полкĕнче наводчик пулса çапăçнă. Аслă сержант ятне илнĕ çамрăк каччă, паллах, киле ырă-сывă таврăнма ĕмĕтленнĕ. Анчах та шăпа ăна çапăçу хирĕнче юлма пÿрнĕ. 1944 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче тăшман снарячĕ татнă унăн пурнăçне. Çамрăк салтака Латви çĕрĕ çинче Моздельда ялĕнчен 340 метрта пытарнă.
Юратнă мăшăрпа ывăл-хĕре савса ÿстермелле пек ĕнтĕ, тăван колхозра тар юхтарса суха тумалла пек. Çук çав, хаяр вăрçă ирĕк паман. Мĕн чухлĕ салтак тăван килне таврăнайман, ачи-пăчине ыталайман. Кашниех вĕсем чакма юраманнине ăнланнă, çурăм хыçĕнче — тăван çĕр, ял, çемье. Вĕсене хÿтĕлес тесе ыттисем пекех пурнăçа пама хатĕр тăнă пирĕн ентеш те. Алексей Прохорович çапăçу хирĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн «За Отвагу», «За боевые заслуги» медальсене, Аслă Отечественнăй вăрçăн III степеньлĕ орденне тивĕçнĕ. Документсенче акă епле çырнă ун пирки командирсем:
«Вилем облаçĕнчи Друя хули патĕнче Алексей Прохорович икĕ станоклă пулемета аркатса тăшманăн взводне тĕп тунă. Литвара Репша районĕнче салтак тăшмансен 11 /!/ контратакине сирсе янă. Хăй тĕллĕн пĕччен нимĕç салтакĕсен взводне çапса аркатнă. Урса кайнă тăшман Алексей Прохорович патнех пырсан та, пирĕн салтак хăйĕн орудине пăрахман, гранатăсемпе персе хăваланă. Çара алăпа та тăшман çине хăюллăн пырса кĕнĕ вăл, штыкпа, çĕçĕпе фашистсене пĕтернĕ. Чăннипех те хăюллă та çирĕп чунлă салтак вăл», — тенĕ.
Анисия Ивановна çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлнă, ачи-пăчине юратса ÿстернĕ. Алексей Прохорович ывăлĕ Николай Алексеевич пирĕн отряда ашшĕн сăн ÿкерчĕкне килсе пачĕ. Халĕ ĕнтĕ ентеш сăнне эпир те курма, ун сăнарне асра тытса тăма пултаратпăр. Паттăр ентешпе эпир мухтанатпăр, тăван çĕре упраса хăварнишĕн çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн «Наследие» шырав отрячĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *