Четверг, 9 февраля

Мирлĕ тÿпешĕн, çутă пуласлăхшăн

Мирлĕ тÿпешĕн, çутă пуласлăхшăн

Аслă Отечественнăй вăрçă пирĕн пысăк çĕршыври кашни килех пырса тивнĕ, кашни çемьенех терт-нуша витĕр кăларнă. Çавăнпа та: «Вăрçă вутне пирĕн ачасемпе мăнуксен, вĕсен ачисен курмалла ан пултăрччĕ. Çĕр çинче мирлĕ пурнăç пулнинчен хакли нимĕн те çук», — тет Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан вăрçă ветеранĕ Иван Салмин.
Иван çак ялтах çуралса ÿснĕ, ялти çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă. Ял ачи мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçса, ашшĕ-амăшне пулăшса ÿснĕ. Амăшĕ, Матрена Анисимовна, колхозра вăй хунă, ашшĕ, Яков Михайлович, фермăра ĕçленĕ. Кил хуçи вăхăтсăр çĕре кĕнине пула амăшĕн тăватă ачине пĕчченех пăхса ÿстерме тивнĕ.
Ялти шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Иван тете Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ. Тин диплом илсе ĕлкĕрнĕ яш качча 1942 çулта вăрçа илсе кайнă. Ленинград блокадине лекнĕ вăл, унта 1944 çулчченех пулнă. Таллин хулине илнĕ хыççăн вĕсен дивизийĕ 2-мĕш Белорусси фронтне куçнă.
— Çĕнтерĕве эпĕ Шверн хулинче кĕтсе илтĕм. Çак çулах кĕркунне учительсене демобилизацилемелли çинчен калакан указ тухрĕ те, эпĕ те яла таврăнтăм, — сÿтет асаилÿ çăмхине Иван Яковлевич.
Тăван яла таврăнсанах Иван Яковлевичăн урăх пурнăç пуçланнă. Вăл ачасене физика тата математика предмечĕсене вĕрентме пикеннĕ, çав хушăрах Хусанти педагогика институтĕнче пĕлÿ пухнă. Аслă пĕлÿ илни çинчен калакан дипломлă пулса тăрсан Иван Яковлевича директор ĕçне шанса панă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăл хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçланă, ачасене тарăн пĕлÿ панипе çеç мар, Хирти Сĕнтĕрти 8 çул вĕренмелли шкула нумай çул ăнăçлăн ертсе пынă. Пенси ÿсĕмне çитсен те Иван Яковлевич ĕçне пăрахма васкаман, тепĕр виçĕ çула яхăн юратнă вĕренекенĕсем патне васканă. Ĕçри тăрăшулăхпа пултарулăхшăн ăна «Çутĕç отличникĕ» ят парса чысланă.
Ветеранăн кăкăрĕ çинче тĕрлĕ орден-медаль ялкăшать. Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕ, «Хăюлăхшăн», «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальсем Иван Яковлевичшăн уйрăмах паха. Вĕсемсĕр пуçне унăн тата та нумай награда, Хисеп хучĕсем те сахал мар. Иван Яковлевич вĕсене çемье архивĕнче ачисемпе мункĕсем валли асăнмалăх типтерлĕ упрать. Вĕсем çеç мар, сăнÿкерчĕксем те нумай ветеранăн. Пурнăç историйĕ, пулăмсем пĕтĕмпех сăнарланнă альбомсенче. Вĕсене уçа-уçа пăхнă май вăрçă ветеранĕ хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех куç умне кăларать. Аса илмелли вара чăннипех те нумай. Вăрçă çулĕсем те асран тухмаççĕ… Ача-пăча çут тĕнчене килни, мăшăрпа килĕштерсе пурăнни, куллен ĕçе васкани, кил-картишĕнче тăрмашни… Пĕтĕмпех куç умĕнче. Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, Иван Яковлевич çулĕсене пăхмасăрах вăр-вар-ха… 95 çултан каçнăскер паянхи кун та вĕлле хурчĕсем тытать. «Пыл çинĕрен çак çула çитрĕм вĕт. Çав тери усăллă çимĕç вăл», — тет йăл кулса ветеран. Иван Яковлевич пурнăç çулĕпе çирĕп утăмсемпе утакан çын. Вăл яланах кăмăллă калаçать, килен-каяна ыр сунса кĕтсе илет, никама та кÿренмест. Паянхи кун ачисемпе, мăнукĕсемпе, вĕсен ачисемпе чунтан савăнать.
Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе хисеплĕ ветерана, Иван Яковлевич Салмина, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр, çĕре çити пуç таятпăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *