Вăрçă ветеранĕ, тава тивĕçлĕ учитель

Вăрçă ветеранĕ, тава тивĕçлĕ учитель

Йывăр ĕçре те тăрăшнă, вăрçă нушине те курнă пулсан та, çулне кура мар лара-тăра пĕлмест Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан Николай Краснов. Шăпи ун валли чылай йывăрлăх хатĕрленĕ, апла пулин те вăл пурнăç пăрăнăçĕсене чыслăн утса тухнă. Çак кунсенче вăл юбилей кĕрекине ларчĕ, 95 çул тултарнине уявларĕ.
1924 çулта Хырай Ĕнел ялĕнче йышлă çемьере кун çути курнă Николай Краснов. Малтан 4 класс ялти шкулта пĕлÿ пухнă, унтан Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче 3 çул вĕреннĕ. Ун чухне ачасем грифельлĕ доска çине çырнă, тетрадьсем пулманнипе хаçатсем çинче çырма вĕреннĕ.
Мĕн пĕчĕкрен ĕç тĕлне пĕлсе çитĕннĕ арçын ача. Шкул хыççăн колхоз хирне пулăшма чупнă, ÿсерехпе чул кăларнă çĕрте те ĕçленĕ. «Районти çулсене ла- йăхлатма чул кăлараттăмăр, уншăн колхоз укçа паратчĕ. Çĕрпÿелрен пуçласа Маяка çитичченех пирĕн патран кăларнă чула сарнă», — аса илет мучи.
7 класс пĕтерсен пĕчĕкренех математикăпа интересленнĕ Николай Патăрье-лĕнчи педагогика училищине çул тытнă. Кашни эрнере канмалли кун 25 çухрăма çуран парăнтарса киле килсе кайнă пĕлÿшĕн çунакан ачасем. «Çуркунне йĕпелле килнисем халĕ те асра. Çăпатапа урасем йĕп-йĕпе пулатчĕç, утса пынăçем ăшăнса пыратчĕç. Çĕрле кашкăрсем те пурччĕ. Кĕсьере шăрпăк чиксе çÿреттĕмĕр, уйри кĕлтесене чĕртсе кашкăрсене хăрататтăмăр», — иртнĕ кунсене куçĕ умне кăларать ветеран.
Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан малалла вĕренме май килмен. Училищĕре вĕренекенсене Сăр шывĕ хĕррине укрепленисем тума янă. Ун хыççăн Пăрачкав районĕнче дзотсем, дотсем тунă, вăрçă пирĕн паталла çывхарас пулсан хÿтĕленме хатĕрленнĕ.
1942 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче Николай Красновăн та çара кайма ят тухнă. Малтанах вăл Мари АССРĕнчи Сурск станцийĕнче службăра тăнă. 1943 çулта ăна фронта илсе кайнă. «Канаш урлă поездпа çула тухрăмăр. Çыру çырса янăччĕ те, тăвансем станцине çăкăр илсе пычĕç. Ăна Мускава çитиччен çисе ятăмăр. Мускава çитсен мунча кĕртрĕç, Курск еннелле каясса пĕлтерчĕç. Пурте выçă пулнипе ялтан парса янă çăм нускисене сутса вир кĕрпи туянтăмăр», — сÿтет малалла асаилÿ çăмхине Николай Дмитриевич.
Çамрăк каччă артиллери дивизине лекнĕ. Чылай хутчен нимĕçсене хирĕç тăма тÿр килнĕ унăн. Чи хĕрÿ çапăçусенчен пĕри — Курскпа Орел çапăçăвĕ. Прохоровка патĕнчи çапăçура вара Николай Краснов туппипе икĕ танка çапса аркатнă. «Виççĕмĕш танкĕ эпир чавнă дзот урлă малалла кайса мана хупласа хунă. Мана унтан чавса кăларса хирти госпитале ăсатрĕç. Кашни пĕтернĕ танкшăн 360 тенкĕ паратчĕç ун чухне. Çапла эпĕ 720 тенкĕ аттене ярса патăм», — йывăр вăхăтсене аса илет ветеран.
Госпитальте чылай выртса ураланнă хыççăн Николай Дмитриевич телеграфист-морзеист пулма вĕреннĕ, унтан каялла фронта тухса кайнă, Одессăри çар округне лекнĕ. Вăрçă пĕтичченех телеграф умĕнчен кайман çамрăк каччă.
1945 çулта, Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ хыççăн, маттур салтака 12 кунлăха отпуска янă, унтан вара 2-мĕш çыхăну гварди полкне куçарнă. Отделени командирĕ пулнă Николай Краснов. «Пĕррехинче ăнсăртран запал сирпĕнсе кайнипе пĕр салтак икĕ пÿрнине таттарчĕ. Мана чутах уншăн айăплатчĕç. Лайăх енчен çеç хама кăтартнипе мана каçарчĕç. Салтаксем те пурте ман хута кĕчĕç, аманнă салтака вара килне ячĕç», — вăрçă хыççăнхи самантсем халĕ те мучин куçĕ умĕнче.
Килне таврăнсан Николай Дмитриевич колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Унтан Комсомольскинчи почтăра телеграфистра ĕçлеме пикеннĕ. Пушă вăхăтра хăй тĕллĕн вĕренсе вăтам шкулшăн экзамен тытнă вăл, аттестат илнĕ. Малалла вара Канашра учитель пулма вĕреннĕ.
Çамрăк учитель Кивĕ Сĕнтĕр шкулĕнче тĕрлĕ предмет вĕрентме пуçланă. 60-мĕш çулсенче Хырай Ĕнел шкулне куçнă. 1968—1984 çулсенче Николай Дмитриевич шкул директорĕнче вăй хунă. Вăл ĕçленĕ çулсенче, чăнах та, питĕ курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ. 1968 çулта çĕнĕ шкул валли проект хатĕрленĕ. Тепĕр çулах ял çыннисем пĕрле пуçтарăнса шкул валли никĕс янă. «Стройкăна Алексей Рыжов ертсе пынă. Ăна эпĕ чĕререн тав тăватăп. Çав тери нумай чупма тиврĕ çĕнĕ шкул тăвас тесе. Апла пулин те, эпир ăна туса пĕтерме вăй çитертĕмĕр. 1972 çулхи декабрь уйăхĕнче çĕнĕ шкула куçрăмăр. Мĕн тери пысăк савăнăç пулчĕ ку», — малалла сăмах ваклать Н. Краснов.
Вăл тăрăшнипех ялта интернат çурчĕ, учительсем валли хваттерсем тунă. Халĕ çав çуртсем пушă ларнине курсан чунĕ ыратать ветеранăн.
Ялта асфальт çул тăвас тесе те нумай тăрăшнă шкул директорĕ. Тĕрлĕ ялсенчен пĕлÿ илме килекенсене çул питĕ кирлĕ-çке-ха.
Паллах, çак ĕçсене тума хавхалантараканĕ, ăна пулăшаканĕ — унăн мăшăрĕ Анна Григорьевна пулнă. Пĕрле килĕштерсе пурăнса вĕсем 6 ачана кун çути парнеленĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Краснов-сен çемйи — ялти чи хисеплĕ çемьесенчен пĕри. Ахальтен мар, «Хырай Ĕнел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята чи малтан Николай Дмитриевич тивĕçнĕ. Вăл ялти ваттисен канашĕн председателĕ, Александровка ял поселенийĕн депутачĕ пулнă.
95 çул тултарнă мучи паян кун та кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлать, çулла мăнукĕпе пĕрле хурт-хăмăр патне тухать. Ачисем, мăнукĕсем ăна яланах пулăшса тăраççĕ, сывлăхĕпе интересленеççĕ.
Н. ЗАЙЦЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *