Понедельник, 14 октября

Чернобыль – арканнă 4-мĕш энергоблок

Чернобыль – арканнă 4-мĕш энергоблок

Чернобыльти атом станцийĕнче 1986 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче питĕ вăйлă çурăлса кайса реактор сирпĕннĕ. Çунса тăракан реактор Европăн пысăк пайĕ çине тĕрлĕ радиоактивлă япаласем салатса янă. Вĕсем ытларах Украинăпа Раççей çĕрĕ çине ÿкнĕ.
Пĕтĕм совет халăхĕ кар тăрса Чернобыльти аварин сиенне пĕтерме, унта пурăнакан çынсене хăтарма васканă. Ун чухне халăхра вăй-хăват çĕкленнĕ, патриотизм вăйлă пулнă. «Эпĕ мар-тăк — кам!» — девизпа пурăннă çамрăк ăру. Сывлама, апат çиме йывăрлансах пынă пулсан та, çынсем ĕç çинчен шутланă, мĕн тума пултарнине тунă, пысăк инкек пуласса чарса лартнă, хăйсен сывлăхĕсем çинчен аса илме вăхăчĕ пулман.
Чăваш çĕрĕнче пурăнакансен шăпи çинче те йĕр юлнах… 1986 —1990 çулсенче пирĕн республикăран 1957 çын чернобылец пулса тăнă. Вĕсенчен нумайăшĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Вĕсем çинчен манас марччĕ. Чăваш Енре те 12 обелискпа палăк пур, инкек кунне вĕсем патĕнче митингсем иртеççĕ. Пĕтĕм Раççейри «Союз Чернобыль» организацин Чăваш Енри уйрăмĕ 2008 çулта «Памяти живая нить» ятлă кĕнеке кăларнă. Унта инкеке сирнĕ вырăнта пулнă пирĕн ентешсен ячĕсемпе паллашма пулать. Районти çар комиссариачĕ урлă кайнă 5 ентешĕн ячĕ те пур çак кĕнекере. Вĕсем: Валерий Козлов, Анатолий Чапрасов, Анатолий Сятмин, Станислав Горбунов, Владимир Порядков.
Пирĕн ялтан — Йăлмахваран — тухнă чернобылец та пур. Вăл — Петр Чернов. 1952 çулта Анфиса Гавриловнăпа Петр Фадеевич Черновсен çемйинче ача çуралнă. Петя ят хунă ăна. Малашне çемье ÿссех пынă, çичĕ пĕртăван килĕштерсе пурăннă. Петя ашшĕ-амăшне яланах пулăшса пынă, кĕçĕннисем ăна юратнă, итленĕ. Салтака кайма вăхăт çитсен Петя салтак атти тăхăннă. Службăна ăнăçлă вĕç-лесен Шупашкар хулинче тĕп-леннĕ, троллейбус управленийĕнче водительте ĕçленĕ. Хамăр районти Хурнай ялĕнчи Валя ятлă хĕрпе çемье çавăрнă, икĕ хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем.
Петр Петрович Чернов тăван çĕршыв умĕнче инкек сиксе тухсан айккинче юлман, пĕрремĕш кунсенчех Шупашкар хулинчи çар комиссариатне çитнĕ. Вăл хăй ирĕкĕпе аякра вырнаçнă Чернобыле кайма заявлени çырса панă. Çар комиссариатĕнче ĕçлекенсем Петр Черновăн ыйтăвне тивĕçтернĕ.
Хушнă çĕре çитсенех хĕрÿ тапхăр пуçланнă. Кунта вăл водитель пулса вăй хума тытăннă. Ăçта кăна çитмен пулĕ командировка вăхăтĕнче? … Киле кайма вăхăт çитсен вăл юратнă çемйи патне таврăннă. 1996 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн ентеше Чернобыльти аварин сиенĕсене пĕтерме пулăшнă çĕрти хăюлăхпа хастарлăхшăн орден парса чысланă.
Халĕ Петр Чернов мăшăрĕпе Шупашкар хулинче пурăнать.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *