Тăван чĕлхем – чи хаклă мулăм

Тăван чĕлхем – чи хаклă мулăм

Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе «Каçал ен» хаçат редакцийĕ «Каçал енпе» пĕрле» викторина йĕркелерĕ. Иртнĕ номерте эпир викторина çĕнтерÿçисене палăртнăччĕ. Викторина ыйтăвĕсем çине хуравлакансем шкул ачисемпе аслăрах çулхисем пулчĕç. Чи ватти Çĕнĕ Кипеç ялĕнче пурăнакан Ольга Михайлова пулчĕ. Кинемей 84 çулта пулин те «Каçал ен» хаçатăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтет.
— Район хаçачĕсĕр мĕнле пурăнайăн; Мĕн пулса иртнине хăвăртрах вуласа пĕлес килет. Çавăнпах хаçата нихăçан та çырăнмасăр юлман. Вăл килессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп, — тет ватă çын.
Пурте ыйтусем çине тĕрĕс хуравлаймарĕç пулин те, тĕрĕс хуравсем паракансем чылайăн пулчĕç. Эпир тăватă çĕнтерÿçĕне палăртрăмăр. Пĕрремĕш шăнкăравлакана— Татьяна Саванинана «Каçал ен» хаçата 2019 çулăн иккĕмĕш çур çулне çырăнса патăмăр. Ыттисене вара асăнмалăх блокнот тата кĕнеке парнелерĕмĕр.
Акă, Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Татьяна Анисимова парнене илме редакцие юратнă вĕрентекенĕпе Валентина Сергеевна Ефимовăпа çитрĕ.
— Таня çав тери маттур. Яланах конкурссене, викторинăсене, мероприятисене хастар хутшăнать. Вăл яланах шыравра. Нумай вулать, нумай пĕлме тăрăшать. Халĕ те викторина йĕркеленине вуласа пĕлсессĕн, унта хутшăнма васкарĕ. Ачасене хавхалантарни çав тери лайăх, — пĕлтерчĕ Валентина Сергеевна.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *