
Иртнĕ эрнекун, апрелĕн 26-мĕшĕнче, районти культурăпа кану центрĕнче «Островок» ташă ушкăнĕ куракансене концертпа савăнтарчĕ. Асăннă ташă уявне çулсерен ирттересси йăлана кĕнĕ пулăм. Çак кун ача сачĕсенче пĕлÿ пухакансем, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи кадет класĕсенче вĕренекенсем ташă хыççăн ташă парнелерĕç. Марина Волкова куракансене илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕ.
— «Островок» ташă ушкăнĕсĕр районти пĕр мероприяти те иртмест. Эсир — уява илем кÿрекенсем. Ташă ăстисем вун-вун конкурса, фестивале хутшăнса çĕнтереççĕ. Питĕ маттур, сире ăнăçу сунатпăр, — терĕ вĕсене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Инна Лепешкина. Маттурскерсене вĕренÿ пайĕн начальникĕн ĕçсене пурнăçлаканĕ Лариса Антонова, искусство шкулĕн директорĕ Ферит Гибатдинов саламларĕç, Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.