Пятница, 27 января

ПУШАР ХУРАЛĔН ХИСЕПЛĔ ĔÇЧЕНĔСЕМ ТАТА ВЕТЕРАНĔСЕМ!

ПУШАР ХУРАЛĔН ХИСЕПЛĔ ĔÇЧЕНĔСЕМ ТАТА ВЕТЕРАНĔСЕМ!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Пушар хуралĕн ĕçченĕн профессийĕ — кăткăс та яваплă, хăрушлăхпа çыхăннă, хăюллă та паттăр пулма хистекен, çивĕч лару-тăрура тĕрĕс йышăнусем тума пĕлмелли ĕç. Чăваш Енĕн вут-çулăмпа кĕрешекенĕсем хăйсемшĕн çак пахалăхсем пурте кăтартуллине пĕрре кăна мар ĕнентерсе панă. Вĕсем инкеке лекнĕ çынсене пулăшма кирлĕ самантра çитеççĕ, çынсене пушарсенчен хăтараççĕ, пурлăха тата çут çанталăка упраса хăвараççĕ.
Пирĕн республикăра пушар подразделенийĕсене вут-çулăмпа кĕрешмелли çĕнĕ техникăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Вăрмансене пушарсенчен сыхлама, унти пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерме, çавăн пекех вăрман пушар техникипе оборудованийĕ туянма çуллен çĕр-çĕр миллион тенкĕ уйăратпăр. Влаçăн пушар хăрушсăрлăхшăн яваплă мĕн пур органĕ тачă çыхăну тытса ĕçлессине йĕркеленĕ, çакă вут-çулăма вăхăтра парăнтарма тата сиен калăпăшне чакарма май парать.
Республикăн пушар службин мĕн пур ĕçченне, ирĕклĕ пушар дружинисен членĕсене, хăйсен пуян опытне çамрăксене паракан ветерансене чунтан тав тăватăп. Хăвăрăн çăмăл мар, хăрушлăхпа çыхăннă ĕçĕрте ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп.
М.ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *