Йышпа уява тухар

Йышпа уява тухар

Майăн 1-мĕшĕ — Ĕç уявĕ. Çак праçник пархатарлă ĕçе, ĕç çыннине мухтать, халăха пĕтĕçтерет, унăн пурнăçри яваплăхне ÿстерет. Ĕç вăл çынна ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен ÿсме тата аталанма пулăшать, Тăван çĕршыва хисеплеме вĕрентет.
Майăн 1-мĕшĕнче республикăра тĕрлĕрен мероприяти ирттерме палăртнă. Район центрĕнче те уяв иртет. Çак кун демонстраци тата пысăк концерт йĕркелеме планланă. Вăл 10 сехетре пуçланать. Уяв колоннине ача садне çÿрекенсем, шкул ачисем, общество организацийĕсен ĕçченĕсем, ĕç коллективĕсем, çамрăксем тăрĕç. Волонтерсем вара иртен-çÿрене ялавсем валеçĕç. Праçник кунĕ артистсем халăха хăйсен илемлĕ сассипе савăнтарĕç. Паллах, çак тапхăрта хăрушсăрлăх пирки те манмĕç — вăл тĕп вырăнта пулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *