Четверг, 18 апреля

Ентешсем вице-адмирала асра тытаççĕ

Ентешсем вице-адмирала асра тытаççĕ

Пирĕн ентеш, Василий Петрович Разумов вице-адмирал çуралнăранпа ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче 110 çул çитрĕ.
Василий Разумов 1909 çулта Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ-амăшĕ вĕреннĕ çынсем пулнă. Иккĕшĕ те 4 класлă шкулта пĕлÿ илнĕ. Çул çитсен Ваççана /В.П.Разумова тăван ялĕнче çапла чĕннĕ/ 1916 çулта шкула яраççĕ. Ялти шкулта вăл 1921 çулчченех вĕренет. Ытларах пĕлме ăнтăлаканскер Патăрьелне кĕнекесем туянма час-часах кайса çÿренĕ.
1923 çулта Василий Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчи /Первомайски/ икĕ сыпăклă шкулта вĕренме пуçлать. Василий чăвашсен паллă писателĕсемпе Аслă Арапуç шкулĕнче пĕрле вĕреннĕ.
1924 çулта вăл комсомола кĕрет. Совет влаçĕшĕн пынă кĕрешĕве хастаррăн хутшăнать. Обществăлла ĕçе кÿлĕнет. Уроксем хыççăн комсомолецсен пÿлĕмĕнчен тухмасăр хăйĕн пĕлĕвне ÿстерет.
Василий Разумов лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе пынă. Пуринчен ытла алгебрăна, вырăс литературине, химипе биологи предмечĕсене юратса вĕреннĕ.
1925 çулхи çуркунне Василий сакăр класлă шкултан вĕренсе тухать. Çамрăк Шупашкарти рабочисен факультетĕнче вĕренме тытăннă. Унтах комсомол организацийĕн ĕçне хутшăнать. Шупашкарти рабфакра вĕреннĕ чухне «Канаш» хаçатра унăн сăввисем, такмакĕсем тата йĕплĕ калавĕсем «Урташ» псевдонимпа пичетленнĕ.
1928 çулта Василий Свердловскри политехника институтне кайса кĕрет. Анчах çитмен пурнăçа пула кунта нумай вĕренме май килмен. Шупашкара таврăнать те хула Советĕнче пропагандистра ĕçлет.
Хастар яшăн ĕмĕчĕ аслă пĕлÿ илесси пулнă. Вăл Мускаври Бауман ячĕллĕ аслă техника училищине вĕренме каять. Студент çар кафедринче орудипе лафетсем тĕлĕшпе инженер-конструктора вĕренет. 1933 çулта теори пайне вĕçлесе, диплом çырма пикенет. Çамрăк специалист Тинĕс-Çар флотне каять. 1934 çулта ноябрьте Дзержинский ячĕпе хисепленекен Аслă Çарпа Тинĕс училищи çумĕнчи флот валли инженер-механиксем хатĕрлекен кĕске курс пĕтернĕ.
Училище хыççăн çамрăк офицер Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Тинĕс-Çар флотĕнче шыв айĕпе çÿрекен кимĕ çинче службăра тăрать. 1937—1939 çулсенче Хĕрлĕ çăлтăрлă Балтика флочĕн шыв айĕнче ишекен бригадăн дивизионĕнче инженер-механикра ĕçлет. Кун хыççăн пултаруллă специалист Тинĕс-Çар флочĕн техника управленийĕн эксплуатаци пайĕн начальникĕ пулнă. Кирек ăçта ĕçлесен те, Василий Петрович командовани шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçласа пынă. Унăн карапсем çинче пулмалла, çар специалисчĕсемпе кĕске вăхăтра ыйтусем татса памалла пулнă. Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче, Ленинград фашистсен вутлă ункинче пулнă чух, Ленин хулине ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусенче Василий Петрович хăйĕн пултарулăхне яр-уççăн кăтартнă. Тинĕс-Çар флочĕн комиссарĕ Кузнецов адмирал алă пуснă, 1942 çулта панă Хисеп хучĕ çинче çапла йĕркесем пур: «Иккĕмĕш рангри инженер-капитан Василий Петрович Разумов карапсене тата Тинĕс-Çар флочĕн çапăçури техникине Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче юсанă çĕрте питĕ лайăх ĕçленĕшĕн».
Вăрçă хыççăн пултаруллă офицер Хĕрлĕ ялавлă Çурçĕр Флотĕнче тата Тинĕс-Çар флочĕн аппаратĕнче пысăк яваплă вырăнсенче ĕçленĕ. Пултарулăхне кура 1959 çулта СССР Тинĕс-Çар флочĕн техника управленийĕн начальникĕн заместителĕ, каярахпа вара — 1963 çулта — Тинĕс-Çар флочĕн тĕп техника управленийĕн начальникĕ пулма суйлаççĕ.
Çарта хăйĕн пултарулăхне кăтартнăшăн Василий Петровича 1953 çулта «инженер-контр-адмирал»,1965 çулта «инженер-вице-адмирал» ятсене параççĕ. Çак ятпа СССР оборона министрĕн, Совет Союзĕн Маршалĕн Р.Малиновскин тата Совет Союзĕн Маршалĕн А.Гречко телеграммисенче унăн ĕçне пысăка хурса хакланă.
Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Василий Разумов инженер-вице-адмирала Хĕрлĕ Ялав, Отечествăлла вăрçă I степеньлĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр, Польша Халăх Республикин «Крест храбрых» орденĕсемпе, ултă медальпе наградăланă.
Хăйĕн тÿрремĕнех туса пыракан ĕçĕсемпе юнашар адмирал юлашки çулсенче обществăлла ĕçе хастар хутшăннă. Мухтавлă адмирал мĕн виличченех çуралнă çĕршывĕпе çыхăну тытса тăнă. Çулсем иртсессĕн те унăн ĕçĕсем халăх асĕнчен тухмаççĕ.
Паянхи кун Василий Разумов çуралса ÿснĕ ялта унăн виçĕ сыпăкри тăванĕсем пурăнаççĕ. Красновсем вице-адмирала яланах асра тытаççĕ, унăн ячĕпе ăмăрту йĕркеленĕ çĕрте те чи хастаррисем вĕсем. Василий Разумов ячĕпе ял тăрăхĕнче 6 çул каялла пневматика винтовкинчен тĕл перессипе пуçласа ăмăрту йĕркеленĕ, халĕ вăл йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна апрелĕн 30-мĕшĕнче ирттереççĕ. Ăмăртăва Василий Разумов 110 çул тултарнине халаллаççĕ.
Г.ЛЮБИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *