Хресчен /фермер/ хуçалăхне тин пуçарса яма, çемье фермине аталантарма тата ЯХПКсене материалпа техника базине лайăхлатма ЧР Ял хуçалăх министерстви çулсерен конкурс йĕркелет. Гранта илес тĕллевлисенчен заявкăсене майăн 14-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Унта хутшăнас текенсен ятарлă бизнес-план хатĕрлемелле. Документсене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17-мĕш çурт, 214-мĕш кабинет. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8/8352/64-22-37. Электрон почта: mcx_mfx@cap.ru. Çавăн пекех грант илес тĕллевлĕ пуçаруллă çынсем район администрацийĕн ял хуçалăх, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмне пырса конкурспа кăсăкланма пултараççĕ.