![Ача-пăча валли мар!](http://kasalen.ru/wp-content/uploads/2019/04/Фото-Polaris-Sportsman-110-EFI-2016-спереди-справа-350x212-665x365.jpg)
Кăçалхи апрелĕн 6-мĕшĕнче çул çитмен ача квадроциклпа ярăннă тĕслĕхе тупса палăртса РФ Административлă Кодексĕн 12.1 стат-йин 1-мĕш пайĕпе, 12.37 статйин 2-мĕш пайĕпе, 12.6 статйипе тата 12.7 статйин 1-мĕш пайĕпе административлă йĕркене пăсни çинчен ĕç пуçарнă. Çак тĕслĕхре çул çитмен ачан транспорт хатĕрĕпе çÿреме право пулман, вăл мотошлемсăр пулнă, транспорт хатĕрне çирĕплетнĕ йĕркепе регистрацилесе страхламан.
Ашшĕ-амăшĕн ачисене мотоциклсемпе тата квадроциклсемпе çÿреме памалла мар. Унсăрăн çакăншăн ашшĕ-амăшĕн явап тытма тивет. Çакăн пек ĕçсене çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси пăхса тухса ашшĕ-амăшне штраф тÿлеттерет, çемьене шута илсе тĕрĕслесе тăрать.
Д.СОЛОВЬЕВ.