Суббота, 20 апреля

«Георги хăйăвĕ» старт илнĕ

«Георги хăйăвĕ» старт илнĕ

Апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа майăн 9-мĕшĕччен çĕршывра «Георги хăйăвĕ» акци пырать. Акцин тĕп тĕллевĕ — çамрăк ăрăва Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçинче тунă Çĕнтерĕвĕн хакне туйма май туса парасси, вăрçă паттăрĕсене асра тытасси.
Георги хăйăвĕ пĕрлĕхлĕхĕн тата ыркăмăллăхăн палли те шутланать. Комсомольски районĕнче «Георги хăйăвĕ» акци апрелĕн 24-мĕшĕнче старт илчĕ. Çавна май волонтерсем, район администрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕн специалисчĕсем район центрĕнчи тĕрлĕ предприяти-организацисен коллективĕсенче, урамри граждансене Георги хăйăвне валеçеççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *