Четверг, 18 апреля

Васкавлă пулăшу васкарах çитет

Васкавлă пулăшу васкарах çитет

Нумай чухне çул çинче васкавлă пулăшу машини пысăк хăвăртлăхпа тата сас парса иртнине курма пулать. Ун чухне вара чунра сÿ! туса илет. «Çын пурнăçне çăлма васкаççĕ, хăвăртрах больницăна илсе çитересшĕн ĕнтĕ», — вĕлтлетет пуçра шухăш. Чăннипех те васкавлă пулăшу уйрăмĕнче тăрăшакансем çынна чи малтан пулăшу параççĕ, больницăна илсе çитереççĕ. Кунта кашни çеккунт тата минут хаклă пулнине лайăх пĕлеççĕ фельдшерсем. Ун хыççăн вара шурă халатлă тухтăрсем пациента тивĕçлĕ пулăшу параççĕ. Çапла çын пурнăçĕ — шурă халатлă ĕçченсен аллинче.
Районти васкавлă пулăшу уйрăмĕнче тăрăшакансем те кунсерен 10—12 хутчен çула тухаççĕ. Вĕсем шăнкăрав пулсассăнах пулăшма васкаççĕ. Шăнкăрав тенĕрен, вулакансене пĕлтерсе хăварасшăн, васкавлă пулăшу чĕнес тесессĕн карас телефонсенчен «103» номерпе шăнкăравламалла. Шăнкăрава чи малтан Шупашкар хулинчи диспетчер службин специалисчĕсем йышăнаççĕ. Ун хыççăн вара вĕсем районсене пĕлтереççĕ. Сăмахран, Патăрьел районĕнчи филиал Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă районĕсене пулăшупа тивĕçтерет. Çак филиалта тăрăшакансем кăнтăр районсенчи ялсене çула тухаççĕ те.
— Комсомольски тĕп больницинче вырнаçнă уйрăмра кашни кунах эпир — икĕ фельдшер тата водитель дежурствăра. Пурĕ 20 яхăн çын тăрăшать коллективра. Вĕсенчен чылайăшĕ васкавлă пулăшу уйрăмĕнче 30 çула яхăн ĕçлет. Пурте пуян опытлă ĕçченсем. Кашниех пулăшу кĕтекенсем патне çитсен ăна чи малтан мĕнле пулăшмаллине лайăх пĕлет. Пирĕн ĕçре кашни минут хаклă. Çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр те, — паллаштарчĕ кулленхи ĕç-хĕлпе Николай Волков фельдшер. Николай Васильевич хăй те шаннă ĕçре 30 çула яхăн тăрăшать. Вăл çеç-и? Мăшăрĕ Надежда та — васкавлă пулăшу уйрăмĕн маттур ĕçченĕ. Венерăпа Владимир Маковсем те çемйипех çак уйрăмра тăрăшаççĕ. Пуян опытлă ĕçченсенчен çамрăксем вĕренсе пыраççĕ. Акă, Е.Осипова, Ф.Миназетдинова, О.Ядрова, Г.Гайнутдинова, Е.Александрова, О.Скворцова, Р.Пыркина, Э.Исаева фельдшерсем Л.Гинетуллина, Р.Сулейманова, Л.Акшова, И.Фейзов çамрăк специалистсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Фельдшерсем кулленех çынсене тивĕçлĕ пулăшу кÿ-реççĕ пулсассăн, С.Гаврилов, А.Ложков, Е.Петров, С.Лисин, Ю.Киргизов, А.Луков, А.Ершов водительсем яланах вырăна вăхăтра çитессишĕн тимлеççĕ. Кунта тăрăшакансем ĕçре çеç мар, обществăлла ĕçре те хастар. Вĕсем спорт ăмăртăвĕсене, тĕрлĕ мероприятисене, конкурссене те хутшăнма вăхăт тупаççĕ. Маттур çын пур çĕрте те маттур ĕнтĕ вăл.
Уйрăмра тăрăшакансем тивĕçлĕ канури ĕçченсемпе, чылай çул васкавлă пулăшу уйрăмĕнче тăрăшакансемпе яланах тачă çыхăну тытаççĕ. Акă, Василий Краснов, Алексей Самаркин водительсем, Нина Абрамова — хисеплĕ ĕç ветеранĕсем. Галина Степанова, Светлана Журавлева фельдшерсем, Эдуард Индюков, Анатолий Трофимов уйрăмра чылай çул ĕçленĕ.
— Пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăну пире кулленхи ĕçре сахал мар пулăшать. Эпир аслисенчен вĕренсе пынă, халĕ те пĕлĕве кашни 5 çулта тарăнлататпăр, ятарлă курссенче вĕренетпĕр. Пурнăç уттинчен юлмасăр аталанатпăр. Ĕçлеме те меллĕ. Автомашинăсем çĕнĕ, вĕсене чи çĕнĕ йышши оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Пациентсене тивĕçлĕ пулăшу пама пĕтĕмпех пур. Пирĕн тĕллев — çынна пирвайхи пулăшу парасси, унăн пурнăçне çăласси. Çакна пурнăçлас тесе куллен ĕçе васкатпăр, — пĕтĕмлетрĕ сăмахне Николай Васильевич.
Апрелĕн 28-мĕшĕ — Раççейре васкавлă пулăшу уйрăмĕ йĕркеленнĕ кун. 1898 çулта çак кун Мускав хулинчи икĕ полици участокне васкавлă пулăшу машинисем çирĕплетсе панă тата шурă халатлă ĕçченсем валли уйрăм пÿлĕмсем уçнă.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *