Акци пуçланнă

Акци пуçланнă

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн районти вĕренÿ учрежденийĕсенче çулсеренех «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнче — хуралта» акци йĕркеленет.
Кăçал вăл апрелĕн 17-мĕшĕнче пуçланчĕ те майăн 9-мĕшĕччен тăсăлать. Акцие вĕренекенсемпе пĕрле ветерансен организацийĕсем, патриотла клубсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем тата ытти обществăлла организацисем хутшăнма пултараççĕ.
Паллă уява халалласа çавăн пекех апрелĕн 13-мĕшĕнчен «Асăну вахти» уйăхлăх та старт илнине палăртар. Çак тапхăрта шырав отрячĕсем çапăçура пулнă салтаксен вырăнĕсене тĕпчеççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *