Пятница, 27 января

Чи маттуррисене чысланă

Чи маттуррисене чысланă

Апрелĕн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тунă. Унта пирĕн район делегацийĕ те хутшăннă.
Уява пуçтарăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесовпа Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн правленийĕн председателĕ Александр Куликов тата ыттисем те саламланă.
Нумай çул вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тăрăшса ĕçленĕшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне, капиталлă строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникне Александр Краснова ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе тата хаклă парнепе чысланă. Муниципаллă пĕрлешÿсен Пĕтĕм Раççейри конгресĕн Хисеп грамотине Тукай ял поселени пуçлăхĕн çумĕ Роза Афанасьева тивĕçнĕ.
«Яллă вырăнти чи лайăх староста» номинацире Асанкасси ялĕн старости Клим Салаев çĕнтернĕ. Ăна I степеньлĕ Диплом тата хаклă парне панă. «Чи хăтлă ял тăрăхĕ» номинацире Тукай ял поселенийĕ республика шайĕнче чи мала тухнă.
Н.МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *