Слет ачасене пĕрлештерет

Слет ачасене пĕрлештерет

Апрелĕн 19-мĕшĕнче Шупашкар хулинче «Çамрăк корреспондентсен III-мĕш слечĕ» иртрĕ. Уява «Хыпар» издательство çуртĕнче йĕркелерĕç. Кунта çамрăк çыравçăсене хавас кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç. Хаçата яланах çырса тăракансене, конкурссен çĕнтерÿçисене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç. Çамрăксен слетне юрă-ташă илем кÿчĕ. Тĕрлĕ ăсталăх класĕсем иртрĕç. Эпĕ «Сенкер экран хыçĕнчи вăрттăнлăхсем» ăсталăх класне кайрăм. Унта Чăваш наци телекуравĕн редакторĕ Мальвина Петрова ачасене тĕрлĕ вăрттăнлăхсемпе паллаштарчĕ. Журналистăн яка, илемлĕн калаçма тĕрлĕ хăнăхтарусем те тумалла иккен. Чи кирли — хăрамалла мар, хăюллă пулмалла. Мальвинăпа малашне çыхăну тытса тăрасса шанатăп.
Тепĕр ăсталăх класĕ — компьютер технологийĕпе усă курса ача-пăча пичет кăларăмĕсене хатĕрлесси. Кунта » Хыпар» ИÇ дизайнерĕпе Марина Ивановăпа Михаил Иванов художник хаçат-журналăн хуплашкисене еплерех тунине, мĕнле программăсемпе ĕçленине каласа пачĕç.
— Эсир сăнанă пуль ĕнтĕ, хаçат çинче çырнă текстсене юпасем çине уйăрса çыраççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесен капла вулакансене вулама меллĕрех. Йĕркесем вăрăм пулсан аяларах вулама куçнă чух тепĕр йĕрке ăçта çитнине çухатса яма пулать, — паллаштарчĕç вĕсем.
Слетăн 2-мĕш пайĕнче хăнасене саламлама Алексей Московский, «Тетте» килсе çитрĕç. Эпир вĕсемпе пĕрле юрларăмăр, ташларăмăр.
Уяв йĕркелекенсене пысăк тав! Çакă чăваш ачисене питĕ кирлĕ мероприяти. Вăл пире пултаруллă ачасемпе паллашма, пуян опыт пухма пулăшать те.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *