Килĕшĕве алă пуснă

Килĕшĕве алă пуснă

Çак кунсенче Крым Республикин Черноморски районĕн администрацийĕнче вырăнти хăйтытăмлăх кунне уявланă май Комсомольски районĕпе пĕрле ĕçлемелли çинчен килĕшĕве алă пуснă.
Ун тăрăх икĕ район тĕрлĕ сферăра килĕштерсе ĕçлеме палăртнă. Килĕшĕве Черноморски районĕн пуçлăхĕпе Алексей Михайловскипе Комсомольски район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин алă пусса çирĕплетнĕ.
Мероприятие тăсса Черноморски район администрацийĕн пуçлăхĕ Людмила Глушко пуçтарăннисене саламланă, вырăнти хăйтытăмлăх çынсемпе çывăх ĕçлекен влаç пулнине палăртнă, ăнăçлăн ĕçлеме суннă.
Комсомольски район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин та тухса калаçнă, икĕ район килĕштерсе ĕçлесе чылай çитĕнÿ тăвасса шаннине палăртнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *