Халăх пуçлăха шанать

Халăх пуçлăха шанать

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — халăхпа тачă çыхăнура ĕçлекен çын. Вăл ялта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассишĕн, вырăнти инфраструктурăна аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшать. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени ял поселенийĕсен социаллă пурнăçпа экономикине кал-кал аталантарма май парать те.
Акă, Элпуç ял тăрăхне илер-ха. Вăл хăйне евĕрлĕ уйрăм территориллĕ пĕчĕк патшалăх. Кунта халăх пурăнакан вырăнсем тирпейленсе илемленеççĕ, çулсем тăвасси тата вĕсене юсаса çĕнетесси аван пулса пырать. Ял тăрăхĕнче ачасене тарăн пĕлÿ илме, аталанма услови çителĕклĕ, аслисен канăвне йĕркелеме 3 культура çурчĕ пур. Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Владимир Николаевич Гордеев. Çак ĕçре вăл 2010 çултанпа тăрăшать. Хирти Выçлире çуралса ÿснĕ, ялтах ачалăхĕпе çамрăклăхне ирттернĕ, кунтах тĕпленнĕскер, вырăнти пурнăçа алă çинчи пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пек пĕлет. Уншăн ял тăрăхĕнче пурăнакан кашни çын çывăх. Тăрăшуллă пуçлăха ĕçри çитĕнÿсемшĕн пĕрре кăна мар Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе наградăланă. Пĕлтĕр Владимир Николаевича вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав хучĕпе чысланă.
Владимир Гордеевпа вырăнти хăй тытăмлăхăн пурнăçĕ çинчен капланнă ыйтусене хускатнă май ял çыннисен пурнăçне чылай сÿтсе яврăмăр. Пуçлăх сăмахĕсем вара пурте вырăнти халăхпа, унăн пурнăçĕпе, малашлăхĕпе çыхăннă.
— Ял тăрăхĕ 5 яла — Хирти Явăш, Хирти Мăрат, Хирти Выçли, Чăваш Элпуç, Тутар Элпуç — пĕр тытăма пĕрлештерет. Кунта чăвашĕ, тутарĕ пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнать. Йышпа ĕçлеме те, канма та лайăх пĕлетпĕр. Çакă пире нумай ĕçе пурнăçа кĕртме май парать те. Ял тăрăхĕ унта пурăнакан çынсемпе пуян, — терĕ Владимир Николаевич. Вăл каланă сăмахсене çирĕплетекенни — пĕрлехи вăйпа вырăнта пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлама пултарни. Вĕсем пурте ялти условисене лайăхлатассипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, Хирти Мăратри культура çуртне тĕпрен юсама вăй çитернĕ. Çавăн пекех Хирти Мăрат ялĕнчи çула юсанă, Чăваш Элпуçĕнчи плотина çинче те юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Кунта, паллах, халăх сахал мар пулăшу кÿнĕ. Ĕçсене граждансен пуçарулăхĕпе пурнăçланакан программăпа килĕшÿллĕн тунă.
— Ĕçе кĕртмелли нумай. Пĕтĕмпех ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă. Тĕллев — ялсенчи урамсенчи çулсене юсасси, çутăсене улăштарасси тата хыт каяшсене пăрахмалли вырăнсене хăтлăлатасси. Кун пек вырăнсем ял тăрăхĕнче — 11, — пĕлтерчĕ Владимир Николаевич.
Паллах, пуçлăхăн хастарлăхĕ пысăк пулсан, ваттисем калашле, халăх сурнипе кÿлĕ çеç мар, ытти те тăвăнать. Чылай чухне хыснара кĕмĕл çукки çине пăхмасăрах кун-çул таппипе тан утса пыма тăрăшнине Владимир Николаевич тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
— Вырăнта, паллах, пĕччен ĕçленипе малалла кайма çук. Кунта вырăнти депутатсем, старостăсем, хастарсем куллен пулăшса пыраççĕ. Кашни ялтах старостăсене çирĕплетнĕ: Геннадий Прохоров, Альберт Незиров, Николай Корнилов, Сергей Алексеев, Юрий Иванов пур ĕçре те хастар. Ял тăрăхĕнчи депутатсен пухăвĕн председателĕ Фанис Асейнов, депутатсем кашни ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Ремис Мансуров та пĕрлехи ĕçрен нихăçан та пăрăнмасть. Вăл çеç-и, чылай ĕçе шăпах вăл пуçарать, — терĕ вăл.
Апла пулсассăн, Элпуç ял тăрăхĕнче ял шăпишĕн, унти тасалăхпа хăтлăхшăн, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн чунтан тăрăшакансем ĕçлеççĕ.
А. ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *