Пятница, 27 января

Тăван чĕлхем, эс хĕвелрен те çутă!

Тăван чĕлхем, эс хĕвелрен те çутă!

«Кăмрăкçăсем анаççĕ çĕр айне,
Тĕпчеççĕ авалхи сăрт-ту мулне.
Çыравçă, эсĕ те çавах
Пуплев тĕшши суйлатăн пĕрмаях», — шăрçаланă чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай.
Иртнĕ канмалли кунсенче, Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн, Хырай Ĕнел ялĕн культура çуртне чăваш поэзине кăмăллакансем чылайăн пуçтарăнчĕç. Унта «Туркай вулавĕсем» поэзи уявĕ иртрĕ.
Фестивале 5—11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем Валери Туркай çырнă, паллă чăваш çыравçи ют чĕлхесенчен куçарнă сăвăçсен тата Комсомольски районĕн ытти сумлă сăвăçĕсен сăвă-поэма сыпăкĕсене вуласа тупăшрĕç.
Ачасем сăвăсем вуласа панине курма чăннипех те питĕ кăмăллă пулчĕ. Акă, тĕслĕхрен, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен Ульяна Сорокина, Даша Петрова, Александра Сорокина Валери Туркай çырнă «Пĕчĕккĕ пуласчĕ» сăвăран юрă кĕвĕленĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Татьяна Матросова куракансене Муса Джалиль çырнă «Тискерлĕх» сăвăпа паллаштарчĕ. Хĕрача сăвă вуланă чухне залра ларакан халăх куççульне вăрттăн шăлчĕ.
— Епле маттур та хастар ăру çитĕнет пирĕн тăрăхра;! Пурăнатпăр-ха апла, пурăнатпăр, — терĕ паллă ентешĕмĕр.
Мероприятие малалла тăсакансем районти тĕп тата вăтам шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Нина Плеткина, Зоя Максимова, Наталья Филиппова, Лариса Никифорова, Лидия Владимирова, Лариса Данилова, Любовь Тарасова, Надежда Ефремова тата Светлана Индюкова пулчĕç. Учительсем те, ачасем пекех, сцена çинче паллă чăваш поэчĕсен сăввисене вуларĕç.
5—6-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче 1-мĕш вырăна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Диана Громова çĕнсе илчĕ. 2-мĕш вырăна Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчи Софья Лебедевăпа Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Павел Беляев тивĕçрĕç. Хирти Явăш тĕп шкулĕнче вĕренекен Антон Карпов, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи Карина Розова тата Асанкасси вăтам шкулĕн маттур хĕрĕ Эльвира Демьянова конкурсра виççĕмĕш пулчĕç.
7—8-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем хушшинче Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Дарья Голыева чи маттурри пулчĕ. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Евгений Смирновпа Екатерина Миронова /Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ/ конкурсра 2-мĕш вырăна тивĕçрĕç.
Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕнчи Анастасия Крылова,Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Ксения Мурзаева тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн хастарĕ Даниил Костригин — виççĕмĕшсем.
9—11-мĕш классем хушшинче пĕрремĕш вырăна Татьяна Матросова /Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ/ çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Кĕçĕн Çĕрпÿел шкулĕнчи Софья Никитина тата Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Марианна Яковлева тивĕçрĕç. Виççĕмĕш вырăнпа Шурут вăтам шкулĕнче вĕренекен Ангелина Пыркина палăрчĕ.
«Туркай вулавĕсем» — вĕренекенсене пĕр чăмăра пуçтаракан уяв. Ачасем пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашаççĕ, хаклаççĕ, тăван чĕлхене юратнине çирĕплетсе параççĕ. Шкулта тăван чĕлхене хаклама вĕрентни пурнăçра çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать те.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *