Вторник, 7 февраля

Семинар йĕркеленĕ

Семинар йĕркеленĕ

Çак кунсенче район администрацийĕн опекăпа попечительлĕх уйрăмĕ ЧР Вĕренÿ министерствин «Ачасен вĕренĕвне йĕркелекен тата комплекслă пулăшу паракан центрĕпе» тата Чăваш Республикинчи ачасене усрава илнĕ çемьесен ассоциацийĕпе пĕрле районти усрава илнĕ çемьесемпе педагогсем валли ятарлă практика семинарĕ йĕркеленĕ.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Н. Осиповпа «Ачасен вĕренĕвне йĕркелекен тата комплекслă пулăшу паракан центрăн» директорĕн çумĕ Г.Х.Самсонова уçнă. Вĕсем ачасене усрава илнĕ çемьесем пархатарлă ĕç тунине палăртнă, ачасенчен тивĕçлĕ çынсем çитĕнтерес ĕçре йывăрлăхсене парăнмасăр малалла талпăнма суннă.
Ача усрава илнĕ чи хастар амăшĕсене Александр Осипов район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă, малашне те хăйсен тивĕçĕсене ăнăçлăн пурнăçлама суннă.
Пуçтарăннисем икĕ секцире тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă, хăйсене валли нумай кирлине пĕлнĕ.
Н. МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *