Пятница, 27 января

Ветеран ячĕ хисеплĕ

Ветеран ячĕ хисеплĕ

Апрелĕн 17-мĕшĕнче шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем ветерансен кунне паллă тăваççĕ. Чылай çул йĕрке хуралĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ хастарсем — паянхи кун та йĕркешĕн куллен тăрăшакансем. Тивĕçлĕ канура пулин те ахаль лармаççĕ, вĕсем паянхи кун та стройра.
— Пирĕн организацире — 48 çын, сержантран пуçласа подполковник таранах. Час-часах районти тĕп тата вăтам шкулсенче вĕренекенсемпе патриотла воспитани урокĕсем ирттеретпĕр. «Полици ĕçченĕ пулас тесен ăçта вĕренмелле?» тесе ыйтни пирĕн пуласлăх шанчăклă алăра иккенне çирĕплетет тесе шутлатăп, — тет районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ çумĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Петр Лапшин.
— Ветерансен канашне Петр Лапшин 15 çул ертсе пырать. Ĕçĕ вĕсен, паллах, сахалах мар, обществăлла ĕçрен те пăрăнмаççĕ. Петр Васильевич шкулсене çитсе унта вĕренекенсемпе калаçу, уçă уроксем ирттернипе çеç çырлахмасть, çамрăксене профессие алла илсе аталанма пулăшать. Присягăна тĕпе хурасси, принциплăхпа тĕрĕслĕхе юратасси, ыттисемшĕн тăрăшасси — çак ырă пахалăхсем çамрăк сотрудниксемшĕн саккун пулса тăраççĕ. Организацин тĕп тĕллевĕ чылай, вĕсенчен пĕри — халăхра саккун пĕлÿлĕхне сарасси. Халăх дружинине çĕнĕрен йĕркелесе яни те пирĕншĕн пысăк пулăшу, — ветерансен ĕç-хĕлне çÿллĕ шайра хакларĕ РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин.
Сăмах май, ветерансен йышĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем, старостăсем те пур. Тĕслĕхрен, Мария Илларионова, Геннадий Ракчеевпа Сергей Маштанов хальхи вăхăтра Комсомольски, Аслă Çĕрпÿел тата Шурут ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулсан, Петр Силивестров икĕ тапхăр Комсомольски ял тăрăхне ертсе пынă. Хальхи вăхăтра вăл — тивĕçлĕ канура. Вĕсем шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен совечĕ ирттерекен мероприятисемпе тĕлпулусенчен нихăçан та айккине пăрăнмаççĕ, çамрăк сотрудниксемпе хутшăнаççĕ, вĕсене куллен пулăшса пыраççĕ. «Патриотизм пирĕншĕн ахаль сăмах çеç мар, вăл — кулленхи ырă ĕç», — теççĕ çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *