Четверг, 18 апреля

Ачалăхри ĕмĕтне пурнăçланă

Ачалăхри ĕмĕтне пурнăçланă

Йăлмахва ялĕнче кун çути курнă Анна Смирнова çинчен çырса кăтартсан вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп. Вăл нумай ачаллă çемьере çуралнă, 6 пĕртăван пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса ÿснĕ. Смирновсем, Мираида Васильевнăпа Николай Кириллович, хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратнă.

Шкул вĕренсе пĕтерсен Анюта Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕрет. Мĕн пĕчĕкренех юрăç пулма ĕмĕтленнĕ хĕрачан ĕмĕчĕ пурнăçланать. 1997 çулта Анна Çĕнĕ Кипеç ялĕн культура çуртĕнче культорганизаторта ĕçлеме пуçлать. Çак ялти каччăпа çемье çавăрать вăл, ача-пăчаллă пулаççĕ.
15 çул хушши хăйĕн юратнă ĕçне тулли кăмăлпа пурнăçласа пырать. Нумай Тав хучĕ, Хисеп грамоти парса чысланă Анна Николаевнăна. Пĕр вăхăт унăн Шупашкар хулинче пурăнма тÿр килнĕ. Пушă вăхăтра вăл «Салют» Культура керменĕнчи Никитинсем — Надеждăпа Анатолий — ертсе пыракан кружока çÿреме пуçлать. Часах ăна «Янташ» ушкăнра юрлама сĕнеççĕ. Анна Можаева хаваспах килĕшет.
Йăлмахва хĕрĕ 2013 çулхи кĕркунне пĕрремĕш хут «Янташ» ушкăнпа Шупашкарти пысăк сцена çине юрлама тухать. Тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ артистсене. Çак пĕрремĕш концерт яланлăхах асра юлнă Анна Можаеван. Чылай çул çак ушкăнра юрланă Йăлмахва хĕрĕ.
Нумай çĕре çитсе «Янташ» ушкăн хăйĕн юррисемпе куракансене савăнтарнă, Мускавра та пулса курнă, Пушкăртстан Республикине те гастрольсемпе çитсе 12 концерт кăтартнă. Çавăн пекех Тутарстан Республикине те, Ульяновск облаçне те концертсемпе çÿренĕ.
«Никитинсене пысăк тав сăмахĕ çеç калама пултаратăп, вĕсем питĕ талантлă ертÿçĕсем, пире професси шайĕнче юрлама вĕрентрĕç», — аса илет Анна Николаевна.
Халĕ А. Можаева Çĕнĕ Кипеç ялĕнчи культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче вăй хурать. Хăйне шанса панă тивĕçсене тăрăшса пурнăçлать вăл, çакăншăн ăна Хисеп хучĕсемпе пĕрре мар чысланă. «Юрă-ташăсăр пурăнаймастăп. Сцена çине тухсанах пурнăçри пĕтĕм йывăрлăхсем çинчен манатăп. Юрă мана пулăшса пырать», — тет шăпчăк сассиллĕ хĕрарăм.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *