Суббота, 20 апреля

Куравра – сăнÿкерчĕксем

Куравра – сăнÿкерчĕксем

«Çĕр тата çынсем» халăх музейĕ район администрацийĕн çуртĕнче пирĕн ентешĕн Борис Григорьевăн сăнÿкерчĕкĕсен куравне йĕркеленĕ.
Борис Иванович Хирти Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл ÿнерпе интересленме пуçланă. 1987 çулта вăл Шупашкарти художество училищинче художник-оформителе вĕренсе тухнă. 30 çул ытла Борис Григорьев сăн ÿкерес енĕпе ĕçлет, ÿкерет, художник-оформительте ĕçлет. Унăн ĕçĕсене пĕрре мар Шупашкарти куравсене тăратнă. Вăл чăваш художникĕсен «Çуркунне — 2018» куравне те хутшăннă.
Администраци çуртĕнчи «Художниксен плэнерĕ» курава район 80 çул тултарнине халалланă. Сăнÿкерчĕксенче пирĕн районти тĕрлĕ ялсенче ирттернĕ плэнерсем вăхăтĕнчи художниксен ĕçне сăнланă. Унта 30 яхăн ĕç.
Куравпа июнь уйăхĕ вĕçленичченех паллашма пулать.
А.ПОЛЯКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *