Понедельник, 9 декабря

Право хуралĕн ĕçченĕсем – канашлура

Право хуралĕн ĕçченĕсем – канашлура

Районта йĕрке пулни чылай чухне полици ĕçченĕсем мĕнле вăй хунинчен килет. Çавна май апрелĕн 12-мĕшĕнче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ĕçченĕсем кăçалхи 3 уйăхăн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетме канашлăва пуçтарăнчĕç. Унта Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ, полици генерал-майорĕ Сергей Неяскин, Комсомольски тата Елчĕк район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Александр Осиповпа Николай Миллин, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен прокурорĕсем Владимир Николаевпа Сергей Фирсов тата ытти чĕннĕ хăнасемпе полици сотрудникĕсем хутшăнчĕç.
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин кăçалхи пĕрремĕш кварталта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ.
— Çак тапхăрта икĕ район территорийĕнче 56 преступление шута илнĕ /пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 55 преступлени пулнă/. Вĕсенчен ытларахăшĕ /71,4 процент/ — йывăр мар преступленисем, — палăртрĕ Ринат Семигуллович.
Полици ĕçченĕсем мĕнле шайра ĕçленине çирĕплетекен чи пĕлтерĕшлĕ кăтартусенчен пĕри — преступленисене мĕнле уçса пани. Çак тапхăрта 2 преступление çеç уçса пама май килмен. Вĕсем — интернет урлă улталанипе çыхăннă тĕслĕхсем. Çавăн пекех унччен тунă 8 преступление уçса панă.
Палăртмалла: чылай преступление ÿсĕрле тăваççĕ. Çавăнпа та полици сотрудникĕсем алкоголь продукцине саккунсăр сутакансене тупса палăртас тесе те чылай ĕç тăваççĕ. Асăннă тапхăрта Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче çакăн пек пĕрер преступление уçса панă. Профилактика мерисем çине пысăк тимлĕх уйăрни ÿсĕрле тунă преступленисен шутне — 16 процент, унччен судпа айăпланнисем тунă преступленисен шутне — 26,6 процент, ушкăнпа тунă преступленисен шутне 25 процент чакарма май панă.
Çул çитменнисем йĕркене пăсни çинчен калас пулсан, асăннă тапхăрта 1 преступление регистрациленĕ. 23 тĕслĕхре ашшĕ-амăшне хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçламаншăн административлă майпа явап тыттарнă. Çавăнпа та малашне ăнăçсăр çемьесем çине уйрăм тимлĕх уйăрмаллине каларĕ Ринат Зайнуллин.
Обществăлла вырăнсенче тунă преступленисен шучĕ 46,2 процент чакнине палăртма кăмăллă. Çакăн пек преступленисенчен ытларахăшне Комсомольски тата Елчĕк ял поселенийĕсенче тунă. Ытларах чухне урамри преступленисене ÿсĕрсем, ниçта та ĕçлемен тата унччен те йĕркене пăснă граждансем тăваççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, полици ĕçченĕсем хăйсен умĕнче тăракан тĕллевсене туллин пурнăçланине, кварталăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăм республикăра 2-мĕш вырăн йышăннине палăртрĕ Ринат Семигуллович.
Пуçтарăннисем икĕ районти лару-тăрăва тĕплĕн тишкерчĕç, лайăх енсемпе çитменлĕхсене сÿтсе яврĕç. «Полици уйрăмĕ, прокуратура тата районсен администрацийĕсем килĕштерсе ĕçленине кура кăтартусем аван. Чи кирли — халăх пире шанать. Апла пулсан, вĕсен шанăçне малашне те тÿрре кăлармалла пултăр», — палăртрĕç пуçтарăннисем канашлăва вĕçлесе.
Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *