Пятница, 15 ноября

Çамрăксем – сывă прунăç йĕркишĕн

Çамрăксем – сывă прунăç йĕркишĕн

Кашни çын волонтер пулма пултарать. Волонтерсем — чун туртăмĕпе çынсене ырă туса пĕр укçа-тенкĕсĕр пулăшма кăмăллакансем. Çапла майпа, пулăшма ÿркенменскерсем, малалла пурăнма вăй-хăватпа, ырă кăмăл-туйăмпа пуянланаççĕ. Тукай ялĕнче пурăнакан Г.В.Печников та волонтер шутне кĕрет пуль тесе шутлатăп. Вăл шкулта ăс пухакан арçын ачасене спортпа туслашма пулăшать.
Ача-пăчан спортпа туслă пулмаллах. Вĕсен çапла майпа вăй-хал хушăнать, дисциплина ÿсет, пуç мимийĕ лайăхрах ĕçлеме пуçлать.
Уроксем хыççăн, килти ĕçсенчен пушансан, ялти яш-кĕрĕм усăсăр ларасшăн мар. Вĕсем тренировкăна васкаççĕ: чупаççĕ, туртăнаççĕ, ал-урана çирĕплетеççĕ. Спорт хатĕрĕсене яшсем хăйсене ĕçлеме кашниех килĕсенчен мĕн пуррине илсе килнĕ, пĕчĕк тренажер залĕ йĕркеленĕ.
Вĕренекенсем кунта шкула çÿренĕ пекех васкаççĕ. Килти ĕçсене вĕçлесен сывлăха çирĕплетме ялти спортзала хаваспах çÿреççĕ. Тетрадьсем çине кашни кун мĕнле мышца ĕçленине, мĕнле хăнăхтарусем тунине çырса пыраççĕ. Ĕçе пуçăниччен сыпăсене ăшăтмалли хусканусем тăваççĕ.
Георгий Владимирович ачасене гитарăпа выляма та вĕрентет. Кашни эрнерех ун патĕнче ачасем çĕнĕ аккордсемпе паллашаççĕ, юрăсем вĕренеççĕ.
Пирĕн ялта ырă чунлă, ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшакан волонтер пурри мĕн тери аван. Вăхăта, вăя шеллемесĕр хăйсемпе пĕрле пулнишĕн Георгий Владимировича çамрăксем чунтан тав тăваççĕ. Вăл тăрăшни сая каймастех. Ачасем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ, çывăх вăхăтра гитаристсем сцена çине те тухас кăмăллă. Малашне ачасем çитĕнÿсем тăвасса шанатпăр, ĕненетпĕр.
А.МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *